Хула кунĕнче

Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Шупашкар хулин кунĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çемйипе пĕрле «Пултарулăх бульварĕ» арт-проектра пулнă. Интерактив лапамĕсенче 545 артистпа пултарулăх коллективĕ хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă.

Ун хыççăн республика Пуçлăхĕ Чăваш Енĕн тĕп хули 545 çул тултарнине халалланă «Шупашкар - санăн çĕнтерĕвÿсен хули!» савăнăçлă уява хутшăннă.

Тĕп хулара промышленноç предприятийĕсен «Шупашкар - ĕç мухтавĕн хули» фестивалĕ иртнĕ. Пĕрремĕш фестивале хутшăннисене Хĕрлĕ лапамра М.Игнатьев саламланă.

«Шупашкар çулсеренех капăрланса, ÿссе, аталанса пырать. Хăнасем эпир еплерех илемлĕ хулара пурăннăран пире ăмсанаççĕ. Юлашки виçĕ çулта демографи тĕлĕшĕнчи лару-тăру лайăхланать, виççĕмĕш е ытларах ача çуратакансен йышĕ ÿсет - çаксем Шупашкарсем ыранхи куна шанса пурăннине çирĕплетеççĕ», - палăртнă республика Пуçлăхĕ. Фестивале хутшăннисене вăл Тав çырăвĕсем панă. Вĕсене хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та саламланă.

Уявра хулари тĕп предприятисен ĕçченĕсем, тĕрлĕ професси çыннисем пысăк сцена çине пуçласа тухнă, хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Шупашкарти «Энергия» стадионта Пĕтĕм тĕнчери профессионал кĕрешÿçĕсен турнирĕ - «Чемпионсен кубокĕ» - иртнĕ.

Шоу вăхăтĕнче профессионал боксерсен кĕрешĕвĕ иртнĕ. Унта Шупашкар çынни Константин Питернов çĕнтернĕ.

Шупашкар заливĕнче «Аквабайк - Шоу» иртнĕ. Хусанти чи лайăх аквабайкерсем шыв çинче /фристайл енĕпе каскадерсем/ хăйсен ăсталăхне кăтартнă.

Унтан уява хутшăнакансем «Стрижи» вĕçев ушкăнĕн маçтăрлăхĕпе киленнĕ.

Шăмат кун Шупашкарта «Çĕрлехи хула тăрăх» велочупу иртнĕ.

Велосипедçăсем каçхи 10 сехет те 30 минутра Хĕрлĕ тÿремрен старта тухнă та тĕрлĕ çутăпа йăлтăртатакан кÿлмек тавра çаврăннă.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эстрада тата джаз юрăçипе, РФ халăх артисткипе Лариса Долинăпа тĕл пулнă.

Республика Пуçлăхĕ паллă артистка хăйĕн ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе совет тата Раççей эстрада аталанăвне пысăк тÿпе хывнине, нумай çул хăйĕн чун-чĕре ăшшине, вăй-халне куракансене парнеленине палăртнă.



Вăрнар районĕн хаçачĕ
20 августа 2014
10:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter