Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕренӳ тытăмĕнче ĕçлекенсен республикăри конференцие хутшăннă

 Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕренӳ тытăмĕнче ĕçлекенсен республикăри конференцие хутшăннă. Асăннă мероприятие И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура çуртĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Енре юлашки çулсенче вĕренӳ тытăмĕ пĕр шай лайăх аталанса пынине палăртнă. Чăваш Енĕн бюджетĕнче вĕренӳ системине 2013 çулта укçа-тенкĕ 32,5 процент чухлĕ уйăрса хăварнине каланă. Тепĕр тесен, пĕлтĕрхи çул республика бюджетĕнче кашни виççĕмĕш тенкине вĕренӳ тытăмне аталантарса пыма уйăрса хăварнă, бюджет тăкакĕнче чи пысăк виçе», - тесе уйрăммăн палăртнă Михаил игнатьев. Пĕтĕм шайри вĕренӳ учрежденийĕсенче  модернизаци ĕçĕсене йĕркелесе пыраççĕ, пурлăхпа техника бази пуянланса пырать, вĕрентӳ хатĕрĕсене çĕнетеççĕ, ачасене апатлантармалли ятарлă вырăнсене ылмаштараççĕ, спорт залĕсенче тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттереççĕ. Юлашки виçĕ çул хушшинче 23 ача садне çĕклесе лартнă, иртсе пыракан çулта тата та хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан 14 ача садне хута яма палăртнă.  Тăватă çул хушшинче 8 çĕнĕ шкул çĕкленнĕ. Республикăри шкулсенче 70 процента çити юсав ĕçĕсене йĕркеленĕ.  Вĕренӳ тытăмĕнче ĕçлекенсен ĕç укçин шайне хăпартассипе те кулленех ĕçсене пурнăçланă. Чи пахи, пысăк тавра курăмлă, ăста вĕрентекенсене ĕçе явăçтарса, ачасен пĕлӳ шайне ӳстерсе çирĕплетсе пырассине палăртнă канашлăва пухăннисем. Кăмăл-сипет туйăмне аталантарса пырса, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентесси те кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин 2014 çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шкулсен программине ГТО кĕртни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен аса илнĕ. Кашни çыннăн программăна кĕртсе хăварнă нормăна пурнăçлама тăрăшмалла. Унсăр пуçне республика Пуçлăхĕ, кăçал юпа уйăхĕн 9-11- мĕш кунĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» форум иртесси пирки пĕлтернĕ. «Патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри, çирĕп конкуренци тапхăрĕнче çĕр-шывшăн тивĕçлĕ граждансем  çитĕнтересси.  Спорт, ачана  сывлăх енчен патвар,  мал ĕмĕтлĕ, çирĕп ăс-хакăллă çын пулма пулăшать», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Чăваш Енри педагогика ĕçченĕсене ĕçченлĕхшĕн, ырă кăмăлшăн, хăйсен ĕçĕсене парăнса тивĕçлипех ĕçлесе пынишĕн чĕререн тав сăмахĕ каланă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлура патшалăх наградисене парса хисеп тунă. Чăваш Республикишĕн нумай çул хушши тивĕçлипех ĕçлесе пынишĕн,  Шупашкар хула пуçлăхне Леонид Черкесова медаль орденпа чысланă. Хисепе тивĕçнисем хушшинче, Шупашкарти 46№-лĕ гимназийĕн директорĕ Галина Грач, ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕренӳ ĕçченĕ ята панă, Улатăрти «Теремок» ача сачĕн заведующийĕ Татьяна Дементьева, Тăвайри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул директорĕ  Вера Кириллова, Канашри транспортпа энергетика техникумĕн директорĕ Ильсур Назмутдинов. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ ята Шупашкар районĕнчи Тренкассири пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта ĕçлекен Ираида Фомина тивĕçнĕ. Вĕрентӳ тытăмĕнче тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынишĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехете Валерий Сапожникова парса хавхалантарнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн, вĕрентӳ тытăмĕнче çĕнĕлле ĕçлесе пыракан, тĕслĕхлĕ  20 шкул 200 пин тенкĕ илме май паракан, Чăваш Республикин грантне тивĕçнĕ. Шупашкарти 59№-лĕ шкул директорĕ   Ольга Курмаева пуçтарăннă ĕçчешĕсен ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхне, вĕрентӳ тытăмĕнче аталанса пыма эффективлă витĕм кӳнишĕн чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов калаçнă. Иртнĕ çулти вĕренӳ тытăмĕнчи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, çитес тапхăр валли тĕллевсене лартнă. Пухăннисем шкулсенче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан предметсем çине ыытларах тимлĕх уйăрмаллине, математика, физика урокĕсенче тарăнрах пĕлӳ парасси пирки сӳтсе явнă. Кăçал, кĕркунне Чăваш Енре 1076 вĕренӳ учрежденийĕсен алăкĕсем уçăлĕç, вĕсенче пурĕ 351 пин ача пĕлӳ пухĕ. Пĕлтĕрхи çулпа танлаштарсан, пĕрремĕш хут шкула килекенсен хисепĕ 500 ача ӳснĕ. Тĕплĕнрех



21 августа 2014
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter