Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «РЖД» АУП филиалĕн пуçлăхĕпе Анатолий Лесунпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

 Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чулхула чукун çулĕ - "РЖД" ОАО филиалĕн начальникĕпе Анатолий Лесуновпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хăнана вĕсен енчен Чăваш Республикине уйăракан тимлĕхшĕн тав тунă. Чулхулари чукун çулпа тачă çыхăнса ĕçлени пĕрлехи тĕллеве - "Раççейри чукун çулсем" паракан пулăшупа усă курассине тата лайăхлатма май панине палăртнă вăл. Чулхула чукун çул начальникĕ те Чăваш Енри паха ĕç опытне - çул çинче пулма пултаракан инкексенчен асăрханса чукун çул урлă каçмалли икĕ вырăнта фото тата видефиксаци комплексĕн стационарĕсене вырнаçтарнине, çак тĕллевпе тата ытти ĕçсем те тума палăртнине ырланă.

 Тĕплĕнрех



21 августа 2014
18:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter