Шупашкар хулине 545 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятисене хастар хутшăннисене Михаил Игнатьев наградăсем парса хисеп тунă
Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче, Шупашкар кунне халалласа ирттернĕ мероприятие пĕтĕмлетес тĕллевпе пухăннă торжествăлла пулăма хутшăннă. Пуçлăх, йĕркелӳçĕсене, Хула кунне кирлĕ пек йĕркелеме пулăшнишĕн тав сăмахĕ каланă, çăмăлах мал тĕллевсене туллин пурнăçланишĕн Чăваш Енĕн пĕрлĕхлĕ халăх ушкăнĕ пиллĕк паллăран та лайăх ĕçленине уйрăммăн палăртса хăварнă. Уявра коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем те аван ĕçленишĕн хисепе тивĕçнĕ. Вĕсем тепĕр ир валли тавралăха çӳп-çапран тирпейлесе хула урамĕсемпе Атăл леш енчи лаптăксене илем кӳртме пултарнă. Республика Пуçлăхĕ малашне тата та пысăк массăлла спорт ăмăртăвĕсем пуласси пирки аса илсе хăварнă. «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне килекен хнасене кĕтсе, хулан сăн-питне илемлĕх тăвасси пирки тăрăшмаллине палăртнă. «Паллах хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама пултаратпăр, пирĕн пĕр команда, пĕр Чăваш Ен», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Шупашкар хулине 545 çул çитнине халалласа ирттернĕ уяв мероприятийĕсенче хастар хутшăннисене наградăсем парса хавхалантарнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕнчен Тав çырăвĕсемпе Хисеп грамотисене Чăваш Ен тĕп хулин ертӳлĕхĕ тата коммуналлă службăра ĕçлекенсем тивĕçнĕ. Тĕплĕнрех