Муркаш районĕ: Оринин ялĕн кунĕ

Оринин ялĕн кунне уявласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Оринин ял хушшинчи тÿреме ял-йыш уява пухăнчĕ. Ял хастарĕсем тăрăшнипе пысăк хуранпа шÿрпе пĕçернĕ. Ял халăхĕ пысăк сĕтел çине тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç хатĕрленĕ.

Уява  Орининти информаципе культура центрěн  ертÿçи  Венера Апполоновна Васильева хавас юрăпа пуçларĕ. Тÿрех ял халăхĕ сцена патнелле туртăнчĕ. Ял уявĕпе çынсене саламлама Оринин ял  тăрăхĕн администраци пуçлăхĕ Александр Сергеевич Волков, Муркаш район депутачě Виталий Гурьевич Иванов, Оринин ял старости Юрий Васильевич Соловьев сăмах илчĕç.    Александр Сергеевич  Муркаш салинче иртнĕ пыл сăпасĕнче хастар хутшăннă ушкăна мухтарĕ, Наталья Валерьевна Скуратовăна пур уява та хастар хутшăннăшăн Тав Хучĕпе чысларĕ.

Оринин халăхне савăнтарма чăваш эстрадин пултаруллă çамрăк юрăçи Николай Ключников та килсе çитнĕ.  Унăн хавхалануллă юррисене итлесе çамрăксем те, ватăсем те ташша яра пачĕç.  

Спорта  юратакансен хăйсен уявĕ пулчĕ. Вĕсем стадионта футбол матчне курма пултарчĕç.

Ял халăхĕ пыл сăпасне халалланă сценкăна та курма пултарчĕ.  Виктория Захарова   китай монахĕсен «кун фу» ташшипе тыткăнларĕ. Михаил Александрович Игнатьев ачасене батут çинче сиксе савăнтарчĕ.  

Оринин ялĕн чи çамрăк çынни – Амилия Алексеева. Вăл 5 уйăхра. Ăна тата унăн ашшĕ-амăшне Надеждăпа Алексей Алексеевсене ял халăхĕ ячĕпе ветерансен канашĕн председателĕ Галина Андреевна Иванова парне пачĕ. Çулталăкри Семён Блинов та парнене тивĕçрĕ. Кунта асăнса хăвармалла, кашни шăпăрлан çуралмассерен вĕсене парне парасси Орининта ырă йăлана кĕнĕ.

Ялти чи ватă та сумлă çын – 90 çулти Евгения Николаевна Шерстякова. Ăна та уявра саламларĕç. Пурне те çак çула çитсе иртме, 100 çула та çитме, вăрăм кун-çул, сывлăх сунчĕ Галина Андреевна.

Ял уявĕнче çынсене тутлă шÿрпе пĕçерсе çитернĕшĕн Галина Ивановна Васильевăна тутăр парнелесе тав сăмахĕ каларĕç. Лариса Васильевна Бархаткинăна нумай пулмасть иртнĕ çуралнă кунĕ ячĕпе саламларĕç.

Унтан çамрăксен дискотеки пуçланчĕ. Наталья Скуратова пуçарнипе ташă конкурсĕ иртрĕ.   Куракансем тăвăллăн алă çупса чи илемлĕ ташлакана палăртрĕç.

Ял-йыш сĕм тĕттĕм пуличченех савăнчĕ. Ĕç çыннисен, ватă-вĕтĕн пурин те пĕрле савăнса ыранхи кун валли ĕçлеме, вĕренме вăй-хăват хутшăнса тăтăр, ĕмĕтсем пурнăçланччăр, ял ÿссе-аталанса пытăр!

     



21 августа 2014
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter