Тĕнче шайĕпе: чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май

Геннадий Айхи çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май Елчĕкри тĕп библиотекăра «Сасса таса эп упраймарăм, пĕччен эп юлнă ун чухне…» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ, вулакансене унăн пултаруллăхĕпе паллаштарнă.

Геннадий Николаевич Лисин (Айхи) 1934 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Çĕньял ялĕнче çуралнă. Шкулта, ун хыççăн педучилищĕре вĕреннĕ чухне вăл Лисин хушаматлă пулнă-ха, тăтăш пичетленме тытăнсан Айхи тесе алă пусма пуçланă /аслашшĕ «хайхи» сăмаха «айхи» тесе каланăран хăйне те çапла чĕннĕ-мĕн/.

Патăрьелти педагогика училищине тата СССР писателĕсен союзĕн çумĕнчи А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтне пĕтернĕ. Мускавра В.В.Маяковский ячĕллĕ музейра ĕçленĕ. Чăвашла тата вырăсла çырнă, тĕрлĕ халăх литературине чăвашла куçарас енĕпе тимленĕ.

Айхи тăрăшнипе эпир Польша, Венгри, Франции, Швеции поэчĕсен сăввисене вулатпăр. Чăваш сăмахĕ те тимĕр татрĕ теме пултаратпăр паян. Вăл пухса хатĕрленĕ «Чăваш поэзийĕн антологийĕ» венгрла, итальянла, акăлчанла, французла тата шведла пичетленсе тухнă. Чăваш юрри, чăваш сăмахĕ, чăваш сăвви Атăл хумĕ пек, вăрман сасси пек, кĕсле сасси пек илтĕнет çакă аслă тĕнчере.

…Унăн поэзине хакланă май Францин паянхи чи паллă сăвăçисенчен пĕри Жак Рубо çапла çырнăччĕ: «… Айхи чи тĕлĕнмелле сасă пек янăрать, пĕтĕм тĕнчипе чи пĕччен, пĕртен-пĕр сасă пек». Çакă, палах, тăван халăхăмăр ятне те çĕклет.

Айхи Чăваша яланлăха таврăннă. Çĕньял уйĕнче, вăрманĕнче унăн чунĕ, амăшĕ, кукашшĕпе, Митта Ваçлейĕпе юнашар. (Элчĕк районĕ)



21 августа 2014
15:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter