Юсав ĕçĕсем ирттереççĕ

Республика программине пурнăçа кĕртсе кăçал нумай хваттерлĕ икĕ çуртра юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă. 1911,32 тăваткал метр чухлĕ тĕпрен юсамалла. Элĕк салинчи Гагарин урамĕнчи 29-мĕш çуртра инженери ĕçĕсене пурнăçламалла. Чи малтанах çутă пăралукĕсене, газ пăрăхĕсене улăштармалла. Çавăн пекех Советски урамĕнчи 36-1-мĕш çуртри çутăпа тата сивĕ шывпа тивĕçтерекен тытăмсене çĕнетмелле. Канализаци пăрăхĕсене те улăштарма палăртнă.

Çак ĕçсене 913,465 пин тенкĕлĕх пурнăçламалла. Çав шутран 137,891 пин тенкĕ - çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фондран, 92,838 пин тенкĕ - республика бюджетĕнчен, 515 пин - вырăнтан уйăрнă укçа тенкĕ. (Элĕк районĕ)



21 августа 2014
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter