Шупашкар районӗ: Шупашкаркасси ялĕн кунĕ

Шупашкаркасси ялĕн кунне уявласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.  Ял хастарĕсем тăрăшнипе пысăк хуранпа хашлама пĕçернĕ. Ял халăхĕ пысăк сĕтел çине тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç хатĕрленĕ.

Уява  Шупашкаркассинчи информаципе культура центрěн  ертÿçи  Венера Апполоновна Васильева хавас сăмахпа, конкурспа пуçларĕ. Тÿрех ял халăхĕ сцена патнелле туртăнчĕ. Ял уявĕпе çынсене саламлама Атăльял депутачě Николай Васильевич Смирнов, Шупашкаркасси ял старости Роза Николаевна Бычкова сăмах илчĕç.

Ун хыççăн Шупашкаркассинчи «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕ юрăпа ташăсемпе савăнтарчеç.  

 Шупашкаркасси халăхне савăнтарма чăваш эстрадин пултаруллă çамрăк юрăçсем Лида Оденцова тата Ульяна  килсе çитреç.  Вĕсен хавхалануллă юррисене итлесе çамрăксем те, ватăсем те ташша яра пачĕç.  

Спорта  юратакансен хăйсен уявĕ пулчĕ. Вĕсем волейбол матчне иртерчеç.

Ялти рекорд кĕнекине уçреç. Унтан çамрăксен дискотеки пуçланчĕ.

Ял-йыш сĕм тĕттĕм пуличченех савăнчĕ. Ĕç çыннисен, ватă-вĕтĕн пурин те пĕрле савăнса ыранхи кун валли ĕçлеме, вĕренме вăй-хăват хутшăнса тăтăр, ĕмĕтсем пурнăçланччăр, ял ÿссе-аталанса пытăр!



22 августа 2014
09:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter