Тăвай шкулне - Республика Пуçлăхĕн гранчĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Указĕпе килĕшỹллĕн Тăвайри вăтам шкул 200 пин тенкĕлĕх грант илме тивĕçлĕ пулнă.

Тăвайсене Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пĕр миллион тенкĕлĕх грантне 2007 çулта панă. ЧР вĕрентỹ учрежденийĕсем хушшинчи "Вĕрентỹ пуçарăвĕ" конкурсра çĕнтернĕшĕн 300 пин тенкĕлĕх преми илнĕ вĕсем 2009 çулта. 2010-2012 çулсенче районти шкулсем хушшинчи "Чи лайăх вĕрентỹ учрежденийĕ" ята тивĕçсе виçĕ грантлă пулнă Тăвайри вăтам шкул.



22 августа 2014
11:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter