Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наркотике хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

 Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наркотике хирĕç кĕрешекен Чăваш Республикинчи комиссийĕн ĕçне хутшăннă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, массăлла спорта аталантарас тата сывă пурнăç йĕркине тытса пырас, наркотике хирĕç кĕрешсе профилактика ĕçĕсене йĕркелес ыйтусене сӳтсе явнă. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников хăйĕн сăмахĕнче, официаллă статистика кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Енре пурăнакансенчен 36 проценчĕ  спорта кăмăл тунине пĕлтернĕ. Спорт сооруженийĕсемпе республикăра  46 процента çити тивĕçтернĕ, тен çавăнпа та пулĕ Раççей шайĕнче кăтартусем чи лайăххи. "Енчен те çынсем спорта юратаççĕ пулсан, вĕсем хăйсене валли хаклă спорт хатĕрĕсене шырамасăрах, ытти тĕрлĕ спорт енĕсемпе туптанма пултараççĕ", - тенĕ министр.  Вăл палăртнă тăрăх, вĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри  çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине ытларах сарасси. 70 процента яхăн шкул ачисем, уроксем хыççăн тĕрлĕ секцисене çӳреççĕ. Республикăра 53 спорт шкулĕ, вĕсенче 30 пин ача çӳрет. Республика Пуçлăхĕ шкулсенче физкультура учителĕсен ытларах сусăрланнă ачасене спорта явăçтараси çине тимлĕх уйăрмаллине палăртнă. «Паралимп вăййисем пире тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç, çак асăннă ушкăнри çынсем те çав тери маттур пулнине. Çавăнпа та айăпланнă çынсен мĕн пĕчĕкренех хăйсен сывлăхне çирĕплетсе пырассишĕн вăй хумалла, пысăк кăтартусем малашнехи пурнăçра çитĕнӳсем тума пулăшнине пĕлсе тăмалла», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов хăйĕн доклатĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ проект çинчен чарăнса тăнă.  Чăваш Республикинчи вĕренӳ учрежденийĕсенче ГТО пайне  пурнăçа кĕртсе пыни пирки каласа кăтартнă. Министр çавăн пекех, юлашки виçĕ çул хушшинче, вĕренӳ тытăмне модернизацилес тĕллевпе, спорт залĕсем валли тĕрлĕ хатĕрсене туянма пурĕ 100 млн. тенкĕллĕх тăкакланнине палăртнă. Ял тăрăхĕсенчи шкул спорт уйрăмĕсене юсав тата реконструкци ĕçĕсене йĕркеленĕ хыççăн, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 26 объект ĕçе çĕнĕрен тытăнĕç. Михаил Игнатьев педагогсем хушшинче пирус туртакансем пуррипе çукки çинчен ыйтса пĕлнĕ. "Енчен те вĕсем те усал ĕçсене пăрахаймаççĕ пулсан, ыттисенчен мĕн ыйтмалли пур?, - тенĕ. Наркотиксемпе наркăмăшланă çынсене сиплев учрежденийĕсенче сыватнин ĕç кăтартăвĕсем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова тĕплĕн паллаштарнă. Инкеке сирсе ярассипе тĕрлĕ профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттерни çинчен асăннă. Кунта общество организацийĕсем те, ытти пĕлтерĕшлĕ комисси ĕçченĕсем те хастар хутшăннине каланă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова наркăмăшланнă аслă çынсене сиплекен врачсем çителĕклĕ таран пулнине каланă, анчах та районсенче ача-пăчасемпе ĕçлекен наркологсем сахаллине пĕлтернĕ. Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн тата ытти тĕрлĕ акцисенче, кăçалхи çул 7 уйăх хушшинче, пурĕ 14,5 пин çынна явăçтарса, 14 çултан пуçласа 30 çул тултарнисемпе, профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕ. Шкул ачисене медицина енчен тест кăларасси те йăларах. Кирлĕ пек ятарлă учрежденисем ĕçлеççĕ. Раççей Федерацийĕн наркотик çаврăнăшне  тĕрĕслекен службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи Управленийĕн ернтӳçи Евгений Барсуков, 2014 çулта пĕрремĕш çур çуллăхра 441 йĕркене пăснă тĕслĕхе шута илнине палăртнă.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ ыйтăва пур-пĕрех çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. Канашлура Чăваш Енри Патшалăх наркокотĕрĕслевĕн  ертӳçин докладне те итленĕ.  Халăхсем хушшинче наркăмăша сарассинчен тимлĕ пăхса тăмаллине палăртнă. Пухăннисем кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтупа та тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



22 августа 2014
15:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter