Чăваш Ен Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" форумне хатĕрленет

 Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче 2014 çулхи юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" спорт форумне тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ĕçне  хатĕрлесе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелỹ комитечĕн ларăвне ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ Форума 3 пине яхăн çын Раççей Федерацинчен тата ют çĕр-шывсенчен хутшăнма кăмăл тунине палăртнă. «Пирĕн, пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен пысăк пулăма кирлĕ пек шайра йĕркелесе ирттерсе ярасси. Пирĕн, спорт площадкисемпе объектсене çеç мар хатĕрлесе тăратмалла. Халăха пулăшупа тивĕçтерекен предприятисен те тивĕçлипех,  общепит, гостиница тата ытти пунктсен те йĕркеллĕ пулмалла», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Палăртнă мероприяти пирки реклама тата хыпарсем хатĕрлени çинчен Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Валентина Андреева тĕплĕн каласа кăтартнă. Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа радио, телекуравра ятарлă кăларăмсем тухĕç, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче информаци баннерĕсем хатĕрлесе тăратма йышăннă.  Суту-илӳ центрĕсенче электронлă майпа табло та пулĕ. Мероприятисене хатĕрленсе ирттернин ĕçĕсем çинчен Шупашкар тата Çĕнĕ  Шупашкар администрацийĕсен пуçлăхĕсем Алексей Ладыков, Александр Сироткин каласа кăтартнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп чемпионĕ Елена Николаева «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума 2011 çулта  Мордвара еплерех хатĕрлесе ирттерни çинчен чарăнса тăнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин Форума хутшăнакансем валли  хăна çурчĕсене 43 хатĕрленине палăртнă. Михаил Игнатьев Форума килекенсене валли, пурăнмалли вырăнсенче, çӳллĕ шайра пĕтĕмпех пулмалли пирки асăннă. Тренажер залĕсем пĕр чарăнми ĕçлемелле, велосипедсене тăратма ятарлă вырăнсем, чăваш апачĕсем, паха шыв   çителĕклĕ таранах пулмаллине каланă. Предпринимательсене пĕр-пĕринпе ăнланса килĕшсе ĕçлеме сĕннĕ. Форума çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттерсе ярас тесессĕн, пурин пе пĕрле хар тăрса ăнланса ĕçлесе пымаллине палăртнă канашлăва пухăннисем. Паха опыт, 2015, 2016, 2018-мĕш çулсенче Пĕтĕм тĕнче шайĕнче спорт ăмăртăвĕсене Чăваш Енре йĕркелесе ирттерсе яма та пулăшĕç.



25 августа 2014
16:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter