Чăваш Енре пахча-çимĕç таварĕсен хакĕ йӳнелнĕ

Çyрла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Ял хуçалăх таварĕсене пасарсенче ятарласа сутнин мониторинг ĕçĕн кăтартăвĕсем пирки Чăваш Републикин экономика министрĕ Владмир Аврелькин тĕплĕн каласа кăтартнă. Чăвашстат кăçалхи çул сĕт-çу, хăйма, çăнăх, çăкăр, сахăр тата ытти хăш-пĕр таварсен хакĕсем нимĕн чухлĕ те улшăнманни пирки палăртать.  Кăштах хаксем пулăшăн, чăх какайĕшĕн, тулăпа ыраш çăнăхĕсенчен хутăштарса пĕçернĕ çăкăршăн, пăру аш какайĕшĕн ӳсни сисĕнет.  Çĕр улми, помидор, кишĕр, сухан, купăста хакĕсем чакни савăнтарать. Малашне тата та пахча-çимĕç таварĕсен хакĕ пĕчĕкленме пултарать. РФ Экономика министерствин рейтингĕнче Чăваш Ен кăтартăвĕсем лайăххисен хисепĕнче тесен те йăнăш мар. Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче, республикăра ял хуçалăх таврĕсем туянакансем патне хăйсен хакĕпех çитччĕр тесе сахал май вăй хунине асăннă. Чăваш Енре 12 пасар, унсăр пуçне Шупашкарта ятарласа пахча-çимюç таварĕсене сутма ятарлă 38 вырăн хатĕрленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хаксем ӳсессинчен çирĕп пăхса тăмаллине асăннă. Пасарсенче посредниксен хисепне кирлĕ пек пĕчĕклетсе пымаллине каланă. Унсăр пуçне канашлура республика Пуçлăхĕ сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ, спорт тата ытти социаллă сферăсенче апат пĕçермелли çимĕçсене кирлĕ чухлĕ хатĕрлесе çитермеллине палăртса хăварнă. Таварсен запасĕ ытларах пулсан та аван пулĕччĕ, - тенĕ. 2014-2015-мĕш çулсенче çĕнĕ вĕренӳ çулне вĕренме кĕме  профессиллĕ вĕренӳ 32 организацийĕсенче тата  аслă пĕлӳ паракан 17 учрежденисенче абитуриентсене пухаççĕ.   Професси вĕренӳ учрежденийĕсенче бюджетлă вырăнсем 10933, вĕренме кĕрес текенсем ыйтса çырнисем 16,5 заявлени. Аслă пĕлӳ паракан учрежденисенчен Чăваш Енре чи пĕчĕк виçе ял хуçалăх академи шутланать. Кунта вĕренме кĕрес текенсен хисепĕ пĕчĕк. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче, ял хуçалăх академийĕ çулран çулах бюджет вырăнĕсене пĕчĕклетсе пынине асăннă. 2014 çулта 60 вырăн кĕскетнĕ. Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне 81,6 процент чухлĕ çеç палăртнă кăтартăва пурнăçланă. Тата та 38 пушă вырăнсем академинче тăрса юлнă. Калăпăр, çакăн пек специальноçсем: «Агрономия», «Агроинженерия», «Зоотехния». Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăтарупа кăмăллă пулман. «Каламасăрах, паллă, ятарлса бюджет вырăнĕсем хатĕрлеççĕ, пирĕн вĕренсе тухнă шкул ачисем çак академине пĕлӳ илме килме васкамаççĕ. Чи малтанах, сăлтавĕ академи ĕçченĕсем кирлĕ пек ыйтăва хускатманни курăнать», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне, училища, техникум, колледжсенче рабочий профессийсене вĕренме кăмăл тунисем  3146 заявлений ыйтса çырнине шута илнĕ, вăл 97,7 процентпа танлашать. Вăтам професси илме май паракан вĕренӳ учрежденийĕсенче паянхи кун тĕлне 4 пин ытла абитуриента йышăннă, вĕсенчен бюджет мелĕпе 3,4 пин çын вĕренме кĕнĕ. Унсăр пуçне Украинăрах ирĕксĕр килнĕ çынсем те вĕренме кĕме ыйтса çыраççĕ. Паянхи кун тĕлне Украинăран килнĕ 6 çын вĕренме кĕнĕ, вĕсенчен 2-шĕ – аслă пĕлӳ илме, ытти 4-шĕ техникумсемпе колледжсене. Канашлу вĕçленнĕ май, республикăри оперативлă лару-тăрупа Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн председателĕ  Вениамин Петров тата Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Олег Яковлев тĕплĕн паллаштарнă.



25 августа 2014
15:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter