Вăрмар районĕ: район чемпионачĕ вĕçленчĕ

Районта Спартакиада шучĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн футбол чемпионачĕ иртнĕ. Вăл виçĕм кун вĕçленнĕ. Тупăшăва «Урмары» ФК, Кивĕ Вăрмар, Энĕшпуç, Пысăк Енккасси, Кĕтеснер ял тăрăхĕсенчи командăсем хутшăннă. Ирттернĕ 10 вăйă хушшинче çĕнтерÿçĕсем палăрнă. Пĕрремĕш вырăна «Урмары» ФК чи нумай очко пухса мала тухнă, иккĕмĕш вырăна Киввăрмарсен команди çĕнсе илнĕ, виççĕмĕшне - Энĕшпуçсем.

Çĕнтерÿçĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Хисеп хучĕсемпе медальсем, призсем парса чысланă. Кăçал октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче Чăваш Енре «Раççей - спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм тĕнчери 5-мĕш форумне ирттерме палăртни пирĕн район спортсменĕсен çитĕнĕвĕсенчен те килнине палăртать. Çак ăмăртăва хутшăнма командăсене пуçтарса йĕркелесе пынă ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене Н.Борисова (Кивĕ Вăрмар), О.Иванова (Энĕшпуç), А.Васильева (Пысăк Енккасси), А.Егорова (Кĕтеснер) спортсменсем тав тăваççĕ.



25 августа 2014
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter