Влаç органĕсем тата таварсем калăплакан, суту-илӳ сечĕсен хушшинче пĕр-пĕринпе эффективлă çыхăну кирлĕ

 Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин  Чăваш Республикинчи апат-çимĕç таварĕсен рынокĕнчи конъюнктура улшăнăвне тата мониторингсем хатĕрлекен оперативлă штабăн пĕрремĕш ларăвне йĕркелесе ирттернĕ.  Опреративлă штаб членĕсем апат-çимĕç тарарĕсен пасарĕнчи лару-тăру çинчен калаçнă. Чăваш Республикин экономика министрă Владимир Аврелькин хăйĕн доклатĕнче, çурла уйăхĕнче пасарти хаксем пĕр шай тăнине асăннă. Туянас текенсене валли хаксем курăмлăн хăпрманнине палăртнă. Раççей Федерацийĕнчи регионсем хушшинче Чăваш Республики хаксем ӳсменнишĕн, лайăххисем хисепĕнче. Таварсем çине хаксем улшăнманни савăнтарать. Хаксен мониторингне пăхса тăнисĕр пуçне, Чăваш Республикин Экономика министерстви сентресем çинче таварсем çителĕклĕ таранах пулнине те тĕрĕслет. Владимир Аврелькин паянхи куна,  апат-çимĕç пасарĕсенче таварĕсем хĕсĕк пулманнине асăннă. Правительство Председателĕ оперативлă штаб членĕсене федераллă суту-илӳ сечĕсемпе эффективлă ĕçлесе пырса йĕрке тытса пымаллине палăртнă, ку е вăл тавар дефицичĕ пулмалла маррине асăрхаттарнă.  «Таварсем çине сăлтавсăр хаксене ӳстерсе ярасран, суту-илӳ сечĕсемпе эффективлă ăнланса ĕçлемелле», - тесе каланă премьер-министр.  Правительство Пуçлăхĕ оперативлă штаб членĕсене Чăваш Республикинче калăпланса тухакан пахча-çимĕç таварĕсемпе республикăри мĕн пур бюджет учрежденисенче хатĕрлемеллине, май килнĕ таран вăраха упрама майсем туса памалли çинчен чĕнсе каланă.



26 августа 2014
14:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter