Элĕк районĕ: ачасен шучĕ ÿснĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Вĕренÿ учрежденийĕсем пĕтĕмĕшле ачасене кĕтсе илме хатĕр. Шкулсенче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, классене хăтлăх кĕртнĕ. Çавăн пекех вĕренÿ кĕнекисемпе, вулав литературипе, тĕрлĕ энциклопедисемпе тата словарьсемпе библиотекăсене пуянлатнă.

Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен 184 шăпăрлан пирвайхи хут шкула кайĕç. Иртнĕ вĕренÿ çулĕпе танлаштарсан кăçал 35 ача ытларах пĕрремĕш хут парта хушшшине ларĕç. Раççей Федерацийĕн вĕренÿпе наука министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн шкула каякансем пурте ултă çул та ултă уйăхран иртнĕ. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, вĕсен аталанăвне тĕрĕсленĕ.

Пĕрремĕш хут парта хушшине ларакан шăпăрлансене вĕренÿ кĕнекисемпе тÿлевсĕрех тивĕçтереççĕ. Вĕсене кашни вĕренекен валли çителĕклех хатĕрленĕ.



26 августа 2014
13:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter