Ăсталăха ÿстереççĕ

Пулас спортсменсемшĕн кану тапхăрĕ çук. Ачасемпе çамрăксен «Хĕлхем» спорт шкулĕн çăмăл атлетика секцине çÿрекенсем çуллахи каникул вăхăтĕнче те тăтăшах тренировкăсем ирттерчĕç. Иртнĕ кунсенче вара Виктор Семенович Семенов тренер ертсе пыракан ачасен ушкăнĕ спортри ăсталăха ÿстерме вунă кунлăха «Шупашкарти олимп резервĕсен училищине» тухса кайрĕ. Вĕренÿпе тренировка сборĕсене спортсменсен ăсталăхне ÿстерес, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе йĕркелесе ирттереççĕ. Чи пĕлтерĕшли вара - кулленхи ĕçсенчен уйăрса тренировка валли вăхăт ытларах тупма пултарни. Кун пек чухне спортсменсен кăтартăвĕсем лайăхланаççĕ, ачасем ушкăнпа тата командăра хутшăнма хăнăхаççĕ. Çакă дисциплинăна çирĕплетме, ăна малашне тивĕçлипе тытса пыма май парать. Çитĕнекен ăрăва аталанма пĕтĕм услови пур унта. (Элĕк районĕ)



26 августа 2014
13:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter