Кун йĕркинчи тĕп ыйту – çĕнĕ вĕренӳ çулне вĕренӳ тытăмне хатĕрлесе çитересси

 

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра 2014-2015 çулти вĕренӳтытăмне хатĕрленсе çитнипе çыхăннă канашлăва хутшăннă. Ăна Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци мелĕпе ирттернĕ. Вĕрентӳ процесне тытса пырассипе тата ăна йĕркелессипе комплекслă ыйтусене пăхса тухнă, çуртсен тытăмне, ачасене апатлантарасси, классене тĕрлĕ вĕрентӳ хатĕрĕсемпе титвĕçтересси пирки канашланă. Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахĕнче, РФ субъекчĕсенче ача сачĕсене черете тăратас ыйту кирлĕ пек шайра пурнăçланса пынине асăннă, черет çулсеренех пĕчĕкленсе пынине палăртнă. Ача сачĕсенче 400 пине яхăн хушма вырăнсем йĕркелеме май килнĕ, 2014 çулта вĕсен хисепĕ тата та 350 пине яхăн йĕркеленесси пирки асăннă. Дмитрий Медведев 2016 çулта шкул çулне çитмен ачасене, виçĕ çултан пуçласа 7 çула çитнисем валли, пĕтĕмпех ача сачĕсенче вырăнсем пулмаллине каланă. Раççей Правительстви пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен инфратытăмне çĕнетессипе пысăк ĕçсем йĕркелесе ирттернине палăртнă, учрежденисенче пурлăхпа техника бази пуянланса пынине каланă. «Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче, 43 пин патнелле шкулсем хăйсен алăкĕсене уçĕç, вĕсене валли çĕнĕ вĕрентӳ хатĕрĕсене туяннă, спорт инвентарĕ, шкул автобусĕсем пĕтĕмпех çителĕклĕ таран. Пур шкула та тенĕ пекех, интернетпа çыхăнтарнă (95 процент патнелле), 57 регионта, вăл шутрах Крымра та, шкулсенче вĕренме кĕнекесемпе тивĕçтернĕ, вĕрентмелли пособисем те çителĕклĕ таран, ачасене вĕри апатпа апатлантараççĕ», - тенĕ Дмитрий Медведев. РФ Правительствин Председателĕ хăйĕн сăмахĕнче, Украинăран ирĕксĕр куçса килнĕ граждансен ачисене шкула вырнаçтарас пирки ыйтăва пурнăçлама чĕнсе каланă, пухăннă регионсен ертӳçисене. "Вĕсен ачисем те пур ачасем пекех, шкула çӳресе пĕлӳ пухчĕр", - тенĕ. «Эпĕ шансах тăратăп – территори ертӳçи е федераци шайĕнчи ертӳçĕ, пуриншĕн те пĕр тĕллев – вĕсене вĕренме кăмăллă, интереслĕ майсем йĕркелесе парасси, чи кирли - хăрушлăхран упрасси», - тенĕ вăл. РФ вĕренӳ Министрĕ Дмитрий Ливанов çĕнĕ вĕренӳ çулне шкулсем еплерех хатĕрленсе çитни пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Шкулта ĕçлекенсен ĕç укçин виçине ӳстерсе пынин кăтартăвĕсем çинчен каласа кăтартнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, премьер-министăра Дмитрий Медведева, республикăри пур пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсем те ачасене çĕнĕ вĕренӳ çулне йышăнма хатĕрри çинчен пĕлтернĕ. Кăçалхи çул ытти çулхисемпе танлаштарсан, 500 ача ытларах пĕрремĕш класса кайнине палăртнă. Пурĕ çĕнĕ вĕренӳ çулне шкулсене хатĕрлеме 1 млрд. 800 млн. тенкĕ тăкакланнине асăннă. «Хамăра валли лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех туллин пурнăçланă», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, Украинăран ирĕксĕр тарса килнĕ граждансен ачисене пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче 133 ачана вĕрентме, унсăр пуçне ача сачĕсене 45 ачана вырнаçтарнине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ял тăрăхĕсенче вырнаçнă 26 шкулта спорт уйрăмĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернине каланă, вĕсене валли 22,1 млн. тенкĕллĕх тăкакланнине палăртнă.  "Енчен те хăш-пĕр регионсем, финанс тĕлĕшĕнчен, хăйсем енчен, пулăшу уйăраймаççĕ пулсан, вĕсен вырăнне,  республика тата та 13 млн. тенкĕллĕх пулăшăва спорт уйрăмĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсем йĕркелесе ирттерме илме хатĕр", - тесе каланă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



27 августа 2014
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter