Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ

 Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительствин ларăвне ирттернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина  Чăваш Республикин 2014 çул тата планпа пăхса хăварнă 2016 тата 2015 çç республика бюджетне çĕнĕлĕхсем кĕртесси çинчен саккун проектне тăратнă. Чăваш Республикин республика бюджечĕн саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн, 2014 çулта республика бюджечĕн тупăш пайĕ 2 млрд. 959,2 млн.тенкĕ ӳсĕ, Чăваш Республикин республика бюджечĕн тăксен пайĕ, çул-йĕр фондчĕн тăкакне илмесĕр, 3 млрд. 241,9 млн. тенкĕ пулĕ.  Çĕнĕллĕхсене пăхнă хыççăн, Чăваш Республикин республика бюджечĕн тупăшсен пайĕ – 36 млрд. 578,8 млн. тенкĕ, малтанласах палăртса хунинчен 12,9 процент ӳсет, тăкаксен пайĕ - 40 млрд. 813,6 млн. тенкĕ, 14,8 процент чухлĕ ӳснĕ. Чăваш Республикин 2014 çул тата планпа пăхса хăварнă 2015 тата 2016 çулсем валли обязательнăй медицина страхованийĕн Территори фондчĕн бюджетне те çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Бюджет фондчĕн 2014 çулăн тĕп параметрĕсем 80,6 млн. тенкĕллĕх ӳснĕ ( 0,8 процент ытларах). Бюджет фондчĕн тупăшĕсене тӳрлетнĕ хыççăн  10 млрд. 235,8 млн.тенкĕпе танлашнă, тăкаксен пайĕ 10 млрд. 284,8 млн. тенкĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хăйĕн доклатĕнче сывлăха упрас тытăмри Патшалăх политикин ыйтăвĕсем çинчен чарăнса тăнă, халăха социаллă хӳтĕлевпе тивĕçтерес енĕпе тĕрлĕ канашсем, комиссисем, ĕç ушкăнĕсем еплерех пыни çинчен калаçнă. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви республика Правительстви тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи 10 канашлакан органсемпе координаци ĕç-хĕлне пăхса тăрать. Çулсерен министерствăна 3 пинрен пуçласа 4 пине яхăн çын ыйтупа пырать. Тĕрлĕ каналсем урлă харпăрхăй ыйтăвĕсемпе пынă граждансене хуравсем пама майсем туса панă.  Ытларах çынсене сусăрланни çинчен калакан ĕç хучĕсене пуçтарасси, «Ĕç ветеранĕ» ята илесси, айăпланнисене инвалидсен хатĕрĕсемпе тивĕçтересси, васкавлă медицина пулăшăвĕсем, нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшусемпе тивĕçтересси  ыйтусем хумхантараççĕ. Патшалăх пулăшăвĕсене илес шутпа, çулсерен 2 млн. ытла çын ыйтса çырнисене регистрациленĕ. Чи анлă сарăлнă сервис - врачсем патне çитме вăхăта çырăнасси, ачасемшĕн пособисем илме ыйтса çырни, льготă пур граждансене, эмельсемпе тивĕçтермелли информацисем çинчен хыпарсене пĕлтерекен пулăшусем. Граждансене ытларах информацисемпе тивĕçтерес шутпа, Чăваш Республикинче ятарласа Социаллă портал йĕркелесе янă. Социаллă проектсене пурнăçа кĕртсе хăварнине кура, вăл шутрах «Сывлăх» наци проекчĕ те, сывлăх сыхлавĕн тытăмне модернизациленипе, вилекенсен хисепĕ 4 çул хушшинче 9 процента çити чакни паха. Пĕчĕк пепкесем вилессин шучĕ те 11,1 процента çити чакни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чирлекенсен медицина картисене электронлă майпа врачсем йĕркелесе тытса пыни куç кĕретех. Социаллă пулăшусемпе тивĕçтернине кура, нумай ачаллă çемьесен хисепĕ ӳссех пырать, çуралакансен шучĕ пысăкланни савăнтарать. Ватă çынсене социаллă пулăшусем парас ĕç те çӳллĕ шайра пурнăçланса пырать. Паянхи, Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче, Украинăран ирĕксĕр куçса килнĕ граждансене республика бюджетĕнчен уйăрмалли укçа-тенкĕсен йĕркине те çирĕплетсе хăварнă. Вăхăтлăх вырнаçтарнă çуртсенче пурăнакан, Украинăран тарса килнĕ çынсене валли, федераци бюджетĕнчен Чăваш Республикине 564 пин. тенкĕ куçарса панă.  Республикăн Правительство членĕсем хулари 3№-лĕ ача-пăчасен больницине реорганизаци тăвасси пирки, ун çумне хулари 4№-лĕ больницăна кĕртесси çинчен йышăнса хăварнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн доклатĕнче, хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлĕнче лайăх кăтартупа ĕçлесе пынă хула округĕсемпе муниципаллă районсене валли 2014 çулта республика бюджетĕнчен 10 млн. тенкĕ пăхса хăварнине асăннă. Пĕлтĕрхи çул лайăх ĕçленисем шутне – Елчĕк тата Шупашкар районĕсем кĕнĕ, хула округĕпе илес пулсан – Шупашкар хули хисепе тивĕçнĕ.   Чăваш Ен Правительство членсем ларура Улатăр, Куславкка, Çĕрпӳ, Шупашкар, Етĕрне, Тăвай районĕсенчи хăш-пĕр ял хуçалăх валли уйăрнă çĕрсене промышленноç е тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ çĕрсем валли уйăрасси пирки канашланă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ял хуçалăхне аталантарма йышăннă патшалăх программине ылмашусем кĕртесси пирки ыйтупа калаçнă. Кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтăва та пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



27 августа 2014
14:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter