Муркаш районĕ: «Оринино» хуçалăх ĕçченĕсем вырнă тыр-пула аласа типĕтес ĕçре тăрăшаççĕ

 «Кĕр тулăхĕ хĕле тăрантарать» тенĕ ваттисем.  Çак кунсенче «Оринино» тата «Восток» хуçалăхсенче  хирти тыр-пула  вырса пĕтерчĕç. Халĕ вара ял-хуçалăх ĕçченĕсем вырнă тыр-пула аласа типĕтес тата кĕлетсене ăсатассишĕн тăрăшаççĕ. Йĕтем заведующийĕ Римма   Волкова, Рита Филиппова, Зинаида Павлова, Дима Николаев, Николай Репин, Ира Егорова тырă алакансем,  тырă типĕтмелли агрегат çинчи Геннадий Александров; Иван  Ершов, Владислав Ботников водителсем тăрăшса ĕçлеççĕ.  

      Каннă вăхăтра вара вĕсне Екатерина Захарова библиотекарь хаçат-журналсемпе    паллаштарсах тăрать. 



27 августа 2014
08:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter