Каçал ен районĕ: вĕрентекенсен канашлу ирттересси йăлана кĕнĕ

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланасси нумаях та юлмарĕ. Çавна май вĕрентекенсен канашлу ирттересси йăлана кĕнĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕ кӳршĕллĕ Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкулĕнче пулса иртрĕ. Икĕ район пĕрлешĕвĕ пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса тĕрлĕ ыйту сÿтсе яврĕç. Чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсемпе йывăрлăхсем, чăвашлăха упраса хăварасси, ялти ачасем вырăсланса пыни тата ытти нумай ыйту хумхантарчĕ вĕрентекенсене.  

Елчĕк районĕн методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи, Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкулĕн директор çумĕ Н.А. Левая ĕçри çитĕнĕвĕсемпе тата вĕренӳри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ.                            

Çĕр чăмăрĕ çинче 6 пине яхăн чĕлхе теççĕ. Анчах вĕсенчен чылайăшĕ çухалса пырать. Мĕн тумалла-ха чĕлхене упраса хăварас тĕлĕшпе? Наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçлекен социолингвист Эктор Алос и Фонт тĕпчевĕсем тăрăх чӑвашлӑха упрасси пĕр хамӑртан ҫеҫ килет. Тĕслĕхрен, ял ятне, учреждени ячĕсене, шкулсенчи нумай стенда тӑван чĕлхепе ҫырма кам чарать пире? Чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕҫре те чӑрмавсем сахал мар. Чӑваш чĕлхипе ачасем ҫулсерен тытакан экзамена хӑй ирĕкĕпе тытмаллисен шутĕнче хӑварни, тӑван ен культура предмечĕ вырӑнне искусство предметне вĕрентме сĕнни те чĕлхемĕре упрас ҫул-йĕртен пӑрать. Ку енĕпе тахҫанах чан ҫапмалли вӑхӑт ҫитнĕ. Чунне ыраттарса хӑйсен шухӑшĕсене пĕлтерчĕҫ икĕ районти чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем.

Комсомольски районĕнчи методика пĕрлешĕвĕн ертӳçи С.Г. Индюкова вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлепе паллаштарчĕ, туслă çыхăнăва малашне те тытса пыма шантарчĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.В. Тимофеева ачасен вулас туртăмне ӳстересси пирки, Нĕркеç вăтам шкулĕнчи чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.К. Ефремова Г.Айхи поэтăн юбилейĕ тĕнче шайĕнче те паллă вырăн йышăнни çинчен тухса калаçрĕç. Ĕçле тĕлпулу пуриншĕн те усăллă пулни куç кĕретех.



27 августа 2014
08:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter