Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей водоканалĕсен VII Конференцийĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ пулăма хутшăннă

 Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей водоканалĕсен VII Конференцийĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ пулăма хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕтĕм Раççейри конференцие йĕркелесе ирттерекенсене тав сăмахĕ каланă. Пуçлăх хăйĕн сăмахĕнче влаç тытăмĕнче ĕçлекенсемшĕн те, патшалăхшăн та тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – хулари е ял тăрăхĕсенче пурăнакан халăхсене пахалăхлă шывпа тивĕçтересси пулнине палăртнă.  Шыва туянакансене валли, хаксене тивĕçлипех туса парасси те кун йĕркинчи çивĕч ыйту. Тĕплĕ калаçу вăхăтĕнче тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явнă, Чăваш Енри предприятисене çитсе килнĕ май, унти ыйтусене те тĕплĕн тишкернĕ. Конференцие пухăннисене, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республикăн социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ çинчен каласа кăтартнă, уйрăм çитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă. Калăпăр, пирĕн республикăра юлашки виçĕ çул хушшинче çуралакансен хисепĕ куç кĕретех ӳсни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Федераллă тата республика шайĕнчи тĕллевлĕ программăсем пурнăçа аван кĕрсе пыраççĕ, бюджет укçи-тенкипе эффективлă усă курни те паха. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕр-пĕринпе куçа-куçăн курнăçса калаçни, пĕр-пĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене вăхăтра тата кирлĕ пек татса пама пулăшнине палăртса хăварнă. Тĕплĕнрех



28 августа 2014
14:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter