Вăрмар районĕ: конкурс - «Эпĕ сывлăхлă - çĕршыв тĕреклĕ»

Октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен «Раççей - спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм халăхсем хушшинчи форума халалласа «Советская Чувашия» хаçат конкурс йĕркелет.

«Эпĕ сывлăхлă - çĕршыв тĕреклĕ» ятпа иртекен конкурса чи малтан хаçат вулаканĕсем тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем ÿкернĕ сăн ÿкерчĕкĕсене йышăнаççĕ. Конкурса хутшăнакансен спорта юратмалла, спорт акцийĕсене активлă хутшăнмалла, хăйсен те физкультурăпа тата спортпа туслă пулмалла, спортăн ăмăртăвĕсенчи чи хумхануллă самантсене ăнăçлă çутатса пама пĕлмелле. Вĕсене куракан: «Спорт, эсĕ - тăнăçлăх!», - тесе кăшкăрма пултартăр.

Конкурса тăратнă ĕçсене паллă фотоÿнерçĕсенчен, спортсменсенчен тăракан жюри хаклав парĕ. Лауреатсем вара кăсăклă призсене тивĕçĕç. Фотоĕçсене октябрĕн 1-мĕшĕччен редакцин электрон почтине çак адреспа йышăнĕç: sch@chuvashia.ru çавăн пекех хăвăр ĕçĕрсене çак почта адресĕпе те ярса пама пултаратăр: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13 çурт. Конверт çине «Спорт конкурсне» тесе палăртмалла.

Çакна та аса илтересшĕн: тĕнче шайĕнчи асăннă форума РФ Президенчĕ В.Путин ахальтен мар Шупашкарта ирттерме йышăннă. Владимир Владимирович регионта физкультурăпа спорт аталанăвĕ çÿллĕ шайра пулнине палăртса çак йышăнăва тунă.



28 августа 2014
09:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter