Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççей Федерацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх Министрĕн çумĕ Андрей Чибис граждансене Чăваш Республикинче вырнаçнă, ишĕлме пултаракан пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

 Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççей Федерацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх Министрĕн çумĕ Андрей Чибис граждансене Чăваш Республикинче вырнаçнă, ишĕлме пултаракан пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Асăннă мероприятие муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем тата ытти тĕрлĕ ертӳçĕсем пухăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă приоритетлă ыйтусенчен пĕри - граждансене ишĕлме пултаракан пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен 2017 çул авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен куçарасси пулнине асăннă. Михаил Игнатьев палăртнă ыйтăва татса парас тĕлĕшпе, Чăваш Енре тĕрлĕ çăлкуçсенчен 5 млрд. тенкĕ патнелле яхăн уйăрса хунине асăннă. Патшалăх корпорацийĕ – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформировани тăвас енпе Фонд урлă 5 çул хушшинче республикăра пурăнакан 13 пин ытла çын (5 пин çемье) хăтлă хваттерсене куçарма палăртса хунă. Программăн пĕрремĕш тапхăрĕпе, паянхи кун тĕлне, 745 çын ырлăха туйса илнĕ те, çĕнĕ çуртсене куçнă. «Граждансене ишĕлме пултаракан пурăнмалли çурт-йĕрсенчен куçарасси – çурт-йĕр ыйтăвне татса пани çеç мар, малашнехи тапхăрсенче халăх пурăнакан ял тăрăхĕсенче инфратытăма çĕнетсе вăй илме те пулăшать», - тесе палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Раççей Федерацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх Министрĕн çумĕ Андрей Чибис республика Правительствине, Раççей шайĕнче иртнĕ VII-мĕш  Конференцие пысăк шайра йĕркелесе ирттерсе яма пулăшнишĕн тав сăмахĕ каланă. Министрĕн çумĕ палăртнă тăрăх, граждансене аварийлĕ çуртсенчен хăтарас ыйту Раççейре пурăнакансене пурне те хумхантарнине каланă. Чăваш Енре строительство ĕçĕсемпе паллашнă май, сумлă хăна, граждансене аварийлĕ çуртсенчен хăтлă çуртсене куçарас тĕлĕшпе ĕçсем çӳллĕ шайра пулса пынине асăннă, строительсем çуртсене хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан нормăсене пăхăнса хăпартса пынине уйрăммăн ырă енпе палăртса хăварнă. Сăмаха май, Раççей строительство Министрĕн çумĕ хăш-пĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çинчен те чарăнса тăнă. Çĕнĕ микрорайонсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ инфратытăм кăштах сӳрĕкрех пынине каласа хăварнă. Андрей Чибис хăйĕн сăмахĕнче нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттересси ыйтусем пирки те калаçнă. Ыйтăва пурнăçлама уйрăм инвестици хывмаллине палăртнă. «Чăваш Республикинче вырнаçнă, ишĕлме пултаракан пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси» республикăри адреслă программа еплерех пурнăçа кĕрсе пыни çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ -  строительство министрĕ  Олег Марков тĕплĕн каласа кăтартнă. Министр хăйĕн доклатĕнче нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттересси çинчен те чарăнса тăнă. Нумай хваттерлĕ çуртсене тытса пырассипе ĕçлекен управленисен лицензи ĕçĕсем пирки Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн  ертӳçи Олег Бирюков каласа кăтартнă.  Хула, район администраци пуçлăхĕсем вырăнти ЖКХ, строительство ĕçĕсем пирки уйрăммăн чарăнса тăнă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки калаçнă, пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашнă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шывпа тивĕçтерес ыйту пирки чарăнса тăнă. Чăваш Ен халăхне таса шывпа тивĕçтересси - тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине палăртнă. Енчен те, ыйтăва кирлĕ пек шайра татса парас пулсан, утăм хыççăн утăма тĕрĕс утса, кирлĕ пек шайра йĕркелесе пĕтĕмпех пурнăçласа пымаллине каланă. «Шупашкарта водоканал çĕнĕрен модернизациленет, шыва упрамалли ятарлă вырăн та хатĕрлесе хута янă. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев - хула е ял çынни - пурне те пахалăхлă таса шывпа тивĕçтересси», - тесе çирĕппĕн каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Мускавран килнĕ сумлă хăна, Министрăн çумĕ, Чăваш Енре «Таса шыв» программăна пурнăçа кĕртессипе нимĕнле кăлтăксем те çуккине асăнса хăварнă, ĕçсене пĕтĕмпех йĕркеллĕ пурнăçланине каланă. Çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернин ĕçĕсенене те ырăпа, паха енпе палăртса хăварнă. «Чăнласах та, эпĕ ытти регионсенче те пулнă, анчах та Чăваш Енри пек хваттерсене кирлĕ пек, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан çуртсене асăрхаман. Граждансем хăтлă çуртсене куçни куç кĕретех пурне те савăнтарать. 2013 çулта кăштах кăлтăксем пулкаланă, ĕçсем вăраха кайни сисĕннĕ, анчах та паян çак йывăрлăхсене пĕтĕмпех татса панă. Ку чи пахи. Шансах тăратăп, çынсем вăхăтра хăйсене кирлĕ хваттерсене куçса пырасса», - тесе палăртса хăварнă Андрей Чибис. Тĕплĕнрех



29 августа 2014
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter