Чăваш Ен территорийĕнче агропарк йĕркелессипе Раççейпе Китайăн проектне пурнăçа кĕртессипе ĕçсем тытăннă

Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ктай Халăх Республикин делегацийĕпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Ĕçлĕ калаçу самантĕнче «Корпорация развития Чувашской Республики» ОАО  тата Чăваш Республикин территорийĕнче ял хуçалăх комплексне аталантарассипе SICHUAN XILIN IM/EX CO., LTD Сычуань китайсен провинци компанийĕпе пĕрле килĕшсе ĕçлемеллин тапхăрĕсем пирки ыйтусене сӳтсе явнă. Асăннă ĕç хутне 2014 çулта çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ пулнă. Агропарк тытăмне теплицăсен комплексĕ, агротуризм инфратытăмне аталантарса пыма тĕрлĕ объектсем, выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем, ӳсен-тăран çитĕнтерессипе ĕçлекен предприятисем кĕртсе хăварма палăртса хунă. Палăртнă проекта Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпӳ, Шупашкар районĕсенче вырнаçнă çĕр лаптăкĕсенче хута яма тĕллев лартнă. Ыйтăва пĕтĕмпех 2014-2019-мĕш çулсенче татса пама йышăнса хăварнă. Чăваш çĕрĕ çине килсе çитнĕ Китай хăнисене саламланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртса хунă ĕçсем пĕтĕмпех пурнăçланасси пирки нимĕн иккеленмесĕрех асăнса хăварнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре  «Агропарк «Чувашия-Сычуань» ООО регистрацилени проекта пурнăçа кĕртсе пырассипе, хушма çăлкуçсенчен укçа-тенкĕ явăçтарма ирĕк панине каланă, Раççей тата Китай банкĕсен пулăшăвĕсемпе те усă курма меллĕ пулнине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ, Китай инвесторĕсем выльăх-чĕрлĕх комплексĕсене хута яни, экономика тĕлĕшĕнчен эффективлă пĕлсе ĕçе тытăнине асăннă. «Рынока вырнаçтарас ыйту Чăваш Енре йывăрлăх кăларса тăратмасть, мĕншĕн тесен пирĕн тăрăхра, пасарсенче пăру ашĕ çителĕклĕ таран мар пулни сисĕнет. Паян чăнласах та çак ĕçпе ĕçлесе пыни - питĕ вырăнлă. Палăртнă производствăна аталантарас пулать», - тесе каланă Пуçлăх. Си Лин Сычуань Цзэн Айго Экспортпа импорт компанийĕн президенчĕ  Чăваш Ен Правительствине проекта пурнăçа кĕртме витĕм кӳнишĕн тав тунă. Официаллă визитпа килсе çитнĕ хăнасем, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпӳ, Шупашкар районĕсене çитсе килнĕ, вĕсенче агропромышленноç комплексне çĕклесе лартма палăртнă, ятарлă вырăнсене пăхса çаврăннă.  Официаллă делегаци шутĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе пĕлсе ĕçлекен специалистсем пулнă, мăйракаллă шултра выльăха çитĕнтерессипе кирлĕ пек ĕç планне çирĕплетнĕ, аш-какай тирпейлессипе те çителĕклĕ таран ыйтусене пăхса тухнă. Килнĕ хăнасем, Китай партнерĕсем, Шупашкарта кĕперсем тăвассипе проектсене пурнăçа кĕртме хатĕр пулнине асăннă, унсăр пуçне  пурăнмалли çурт-йĕрсемпе тата ытти пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене те пурнăçлама яланах хатĕр тăнине асăнса хăварнă.  Тĕплĕнрех

 



Каçал ен район хаçачĕ
30 августа 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter