Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе планерка ирттернĕ
Паян, çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чи малтанах ĕçе тытăниччен республика Пуçлăхĕ Чăваш Енре 2015 çула К.В.Ивановăн çулталăкĕ тесе палăртни çинчен Указа алă пусса çирĕплетни пирки хыпара пĕлтернĕ. Чăвашсен художество литературине упраса малалла ĕмĕрлĕхех тăсса пырас, паллă классика тĕнче шайĕнче пĕлме пултарнине кура тата çитес 2015 çул, паллă çыравçă çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă. Çак асăннă ĕç хутне, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2015 çула Литература çулталăкĕ тесе палăртнă Указпа килĕшӳллĕн йышăнса хăварнă. «Константин Иванов пултарулăхĕ Пушкăртсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Икĕ юлташла регионăн, икĕ наци республикин, пĕр-пĕринпе килĕшсе тачă çыхăнса ĕçлемелли туслăхпа килĕшӳ ĕç хутне тĕпе хурса, çак паллă пулăма пысăк шайра йĕркелесе ирттерсе ямалла», - тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Строительство тытăмĕнчи пĕрремĕш çур çулăн ĕç кăтартăвĕсем çинчен Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков тĕплĕн каласа кăтартнă. Асăннă тапхăрта «Строительство» ĕç-хĕлĕнче 16,3 млрд. тенкĕллĕх ĕç пурнăçланине палăртнă. Малтанласа палăртса хунă тăрăх, çичĕ уйăхра кăçалхи çул 316 пин кв.м пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Тĕрлĕ программăсемпе, пурăнмалли çурт-йĕр условисене лайăхлатас тĕлĕшпе, патшалăх енчен 6 пин ытла çемье пулăшусем илнĕ, вĕсемшĕн пурĕ патшалăх 3 млрд.тенкĕ уйăрнă. Строительство тытăмĕнче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту – стройка ĕçĕнче кирпĕч хуракансем, штукатур-малярсем çителĕксĕр пулнине палăртнă. Çуллахи вăхăтра вĕсем ытти хуласене тухса кайса ĕçлени сисĕнет. Паллах, вĕсене Чăваш Енре те чи лайăх ĕç укçипе тивĕçтереççĕ, вăтамран кирпĕч купалакансем 30-40 пин, маляр-штукатурсем 20-25 пине яхăн шалу укçине илеççĕ. Михаил Игнатьев асăннă тытăмра вăй хуракан специалистсем ĕç укçине аван илни çинчен тăтăшах пĕлтерсе тăмаллине палăртнă. Патшалăх тĕрлĕ программисемпе кăçалхи çул сахал мар строительство тытăмне бюджетран укçа-тенкĕ уйăрма палăртаççĕ, вĕсен хисепĕ 9 млрд тенкĕ патнелле те çитĕ, вăл шутранах республика бюджетĕнчен адреслă инвестици программипе 4 млрд. 961 млн. тенкĕ куçать. «Строительствăри кашни пусĕ бюджет укçи. Асăннă тытăма ӳссе пыма вăйлă стимул», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков нумай хваттерлĕ çуртсенче пурте усă куракан пурлăхсене тĕпрен юсав ĕçĕсене туса ирттермелли фонд еплерех йĕркеленни çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. Кăçалхи çул авăн уйăхĕ вĕçлениччен çуртри хваттер хуçисен фонда еплерех йĕркелесе ярасси çинчен хăйсен шухăшне палăртмалла. Енчен те çак ĕçсене кирлĕ пек вăхăтра пурнăçламасан, вĕсен пурин те регион операторĕсен счетне йышăнма тивĕ. Саккунпа килĕшӳллĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем 10 кун хушшинче йĕркене кĕртсе пĕтерсе, йышăну тумалла. Михаил Игнатьев палăртнă ыйтăва халăх хушшинче ытларах сармаллине каланă. Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Иван Исаев çĕр айĕнчи пуянлăхпа усă курассине патшалăх енчен йĕркелесе пырассипе çыхăннă пĕрремĕш çур çулăн ĕç кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Тĕрлĕ аукционсене йĕркелесе ирттернĕ хыççăн, Чăваш Енĕн республика бюджетне 35,5 млн.тенкĕ кĕнине асăннă. Утă уйăхĕнче йĕркелесе ирттернĕ аукционсен пĕтĕмлетӳ кăтартăвĕсем тăрăх, кăçал тата та 11,7 млн. тенкĕ республика бюджетне пуçтарăнса кĕнĕ. Çĕр айĕнчи пурлăхсемпе усă курнишĕн 13,5 млн.тенкĕллĕх налуг укçи пуçтарăннă. Чăваш Республикинчи çар комиссарĕ Александр Мокрушин кăçалхи çул çуркуннехи тапхăрпа яшсене салтака ăсатас ĕçĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, Чăваш Енрен 2014 çулта ака уйăхĕнчен пуçласа утă уйăхĕ таран 1935 яш ачана çар ретне тăратнă. Плана пĕтĕмпех пурнăçланине каланă. Çар комиссарĕ, хăйĕн доклатĕнче Чăваш Республикинче сывă пурнăç йĕркине тытса пынине кура, спортпа туслă пулнишĕн ачасем тĕреклĕ те сывă çитĕннине уйрăммăн ырă енпе палăртса хăварнă. Салтаксем пулассишĕн яш çамрăксем хăйсен ирĕкĕпе чĕнӳ комиссине пыни те çакнах çирĕплетсе парать, - тенĕ. Ку чăнласах та лайăх кăтарту. Çар ретне тăрса, Тăван çĕр-шыва сыхласси модăна кĕчĕ. Республикăра çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕç чăнласах та çӳллĕ шайра пурнăçланса пыни савăнтарать. Шăпах та унăн пĕлтерĕшĕ те пысăк. «Раççейри кашни çыннăн тивĕçĕ Çĕр-шыва сыхласси», - тенĕ Михаил Игнатьев. Канашлура Украинăран килекен граждансене пулăшу парасси пирки ыйтусене те сӳтсе явнă.