Парнесене тивĕçрĕç

Тĕлĕнмелле чаплă иртрĕ Тени кÿлли хĕрринче сывлăхпа спорт уявĕ. Халăх йышлă пулчĕ: çитĕннисем те, ача-пăча та.

Спорт уявне пĕртăван Викторпа Геннадий Семеновсем (Мăн Вылăра çуралса ÿснĕ), хăвăрт утма хăнăхтаракан тренер Михаил Андреев (Эренартан), СССР спорт мастерĕ, республикăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕн çумĕ Олег Андреев, «Элĕк ачи» ентешлĕх ертÿçи Владимир Иванов тата ыттисем хутшăнчĕç.

Тĕрлĕ ÿсĕмри арçын ачасемпе хĕрачасем кашниех ушкăншарăн ăмăртрĕç, велочупура та тупăшрĕç. Çĕнтерÿçĕсене те, ăмăртăва хутшăннисене те  парнесемпе чысларĕç. Спорт уявĕнче Эренар ялĕнче çуралса ÿснĕ И.Александров ертсе пынипе Тени кÿлли хĕрринче асăну хăми вырнаçтарчĕç. (Элĕк районĕ)

 



04 августа 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter