Элĕк районĕ: ентешсене - хÿтлĕх

Украинăра паян йывăр лару-тăру хуçаланать: ниме айăпсăр граждансем, ачасем инкек тÿсеççĕ. Вĕсен йышĕнче Раççей çыннисем çеç мар, пирĕн ентешсем те пурăнаççĕ. Чăваш Республикине те вун-вун çемье пулăшу ыйтса килет. Украинăран Элĕк тăрăхне вăхăтлăха пурăнма килнисем те пур. Нумаях пулмасть районти миграци службин территориллĕ пункчĕнче Луганск облаçĕнчен килнĕ Виктория Лихачпа унăн 13-ри Ренат ывăлне регистрациленĕ. Хĕрарăм шăллĕн арăмĕн ашшĕ-амăшĕ патĕнче Анаткас Çулавăçра хÿтлĕх тупнă. Çавăн пекех Витеçÿч ялĕнче çуралса ÿснĕ Марина Васильева та ывăлĕпе Луганск облаçĕнчен ашшĕ-амăшĕ патне килнĕ. Сумски облаçĕнчи Татьяна Яценкопа Евгений Кузьмина Юнтапа салинче пурăнмалли вырăн тупса панă.1987 çулхи Дмитрий Архипов Донецк облаçĕнчен Кĕçĕн Тăвана килнĕ.



05 августа 2014
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter