Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Канаш хулинче пулнă

 Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Канаш хулинче пулнă. Чи малтанах ресублика Пуçлăхĕ Канашри автовокзал пĕрлешĕвĕн ĕçĕпе паллашнă. Кашни кун перронсенчен рейса автобуссем 110 маршутпа тухаççĕ, тĕрлĕ районсемпе хуласене çитеççĕ. Вăтамран  çулталăкра 1,5 млн. пассажира илсе çӳретеççĕ,  вĕсенчен 120 пин çын тĕрлĕ тӳлевсĕр льготăсемпе усă курса çула тухать. Вокзала пăхса çаврăннă хыççăн, Михаил Игнатьев водительсене кăштах критиклесе илнĕ.  Автобуссем таса пулманни, салонри чӳрече каррисем те таса мар пулни тӳрех куçа курăннă.  Хыççăн хăнасем Ленин проспектĕнчи çуртсен таврашĕсене пăхса çаврăннă. Кунта пурăнакансене, çуртсем çывăхĕнче машинăсене вырнаçтармалли ятарлă вырăн пулманни пăшăрхантарать. Михаил Игнатьев çынсен сĕнĕвне итленĕ хыççăн, тĕслĕх вырăнĕнче Шупашкар халăхĕ ыйтăва епле татса пани çинчен каласа кăтартнă. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем, хăйсем тĕллĕн укçа пуçтарса кирлĕ пек вырăнсем хатĕрлеме яланах хавас пулнине асăннă. Ку ĕçре, паллах администраци те аякра тăрса юлманнине ккланă. Республика Пуçлăхĕ «Северный» управляющий компанийĕн ĕçĕпе кăсăкланнă. Предприяти Çурçĕр микроройонта пурăнакан халăха тепĕр управляющий ушкăна куçассинчен пăрса тăнине палăртнă вырăнти халăх.  Çуртсен комитет председателĕсем пĕлтернĕ тăрăх, управляющий компаний протокол хучĕсене суя хатĕрленине, суд тӳрре кăларнине палăртнă. Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçине Олег Бирюкова Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кунта пурăнакансен заявленийĕсене тĕплĕн тишкерсе тухма хушнă. «ЖКХ тытăмĕнче халăхпа куçа-куçăн ĕçлесси тĕп вырăнта пулмалла. Уйрăм компанисем тепре чухне халăха улталама та хăяççĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Çул-йĕр фондне йĕркеленĕ хыççăн, муниципалитетсене çулсем сарма сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ.  Çулсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме тата çуртсем таврашĕнчи çулсене тирпейлеме, 2014 çулта Канаш хулине 3,44 млн. тенкĕ пăхса хăварнă, вăл шутран Чăваш Республикин Çул-йĕр фондчĕ - 2,94 млн. уйăрĕ. Автомашина çулĕсене реконструкцилеме кăçалхи çул Канаша валли 21,78 млн. яхăн укçа пăхса хăварнă. Канашра  362 çуртсем таврашĕнчи çулсем, вĕсенчен 310-шне юсав ĕçĕсем йĕркелесе ирттермелле. «Паллă ентĕ, вĕсене пĕр çултах пĕтĕмпех йĕркелесе çитерме май çук, мĕншĕн тесессĕн, çртсем çывăхĕнчи çулсене вуншар çул пĕрре те юсав ĕçĕсене йĕркелемен пулнă. Палăртнă ĕçсене майĕпен пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшмалла. Хула влаçĕсен йĕркене çирĕп пăхăнса пымалла», - тесе палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсамалли фонда йĕркелемелли меле суйласа илессипе çыхăннă ĕç çинчен каласа панă. Авăн уйăхĕ вĕçлениччен пӳлĕмсемпе хваттерсен хуçисен çав меле палăртмалла. Çапла тумасан саккунпа килĕшӳллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем 10 кунра вĕсемшĕн йышăну тăвĕç. Михаил Игнатьев ку енĕпе халăхпа ăнлантару ĕçне анлăрах йĕркелеме хушнă.   Республика Пуçлăхĕ хулана ăшă шывпа, ăшă энергипе тивĕçтерекен «УК ЖКХ» предприятине çитсе килнĕ. Пуçлăх хутса ăшăтмалли тапхăра предприяти еплерех хатĕрленни çинчен ыйтса пĕлнĕ.  Предприятийĕн ертӳлĕхĕ пĕлтернĕ тăрăх, çурла уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне ĕçсене 87 процента çити пĕтĕмпех пурнăçланине асăннă. Пуçтарăннă хăнасем Канашра вырнаçнă пасара та кĕрсе тухнă, кунти лару-тăрупа паллашнă. Тӳрех, Михаил Игнатьев ял хуçалăх таварĕсене сутма ятарлă вырăнсем хатĕрленипе кăсăкланнă. Халăха, хăйсен хуçалăхĕнче туса илнĕ пахча-çимĕçе тата ытти тавара, хăйсенех сутма ирĕк памалла. Сĕтĕн пахалăхне кура,  пĕр литр сĕт 13 тенкĕрен пĕчĕк хакпа сутăнмалла мар. Енчен те сĕт пуçтаракансем йĕркене пăхăнмасан, вĕсене вăхăтра чĕнсе илсе, кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварма тăрăшмалла. Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Чайка» лавккана та çитнĕ. Ку асăннă лавккари сентресенче, пĕтĕмпех тенĕ пекех Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсене вырнаçтарнă. Палăртма кăмăллă, Чăваш Енри ытти лавккасемпе танлаштарсан - тĕслĕх вырăнĕнче. Пуçтарăннă хăнасем пепкесене пăхса тăракан медицина центрне тата Раççейри Пенси фондчĕн Управленийĕн Канаш хули тата Канаш районĕн уйрăмĕн ĕçне тишкернĕ. «Раççей пенсионерĕсен союзĕ» вырăти общество организацийĕн членĕсемпе курса калаçнă, вĕсене обществăлла ĕçсене хастар хутшăннишĕн тав сăмахĕ каланă.  Хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулара пурăнма юрăхсăра тухнă аварийлĕ çуртсенчен куçнă граждансен çĕнĕ хваттерĕсене пăхса çаврăннă, хулари кану паркĕн ĕçне тишкернĕ. Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи Канашри инспекцийĕнче хулан социаллă экономика аталанăвĕн ыйтăвĕпе канашлу иртнĕ. Кунта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем: Светлана Енилина, Иван Исаев, Альбина Егорова, Олег Бирюков тата Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй  Владимир Иванов, вырăнти актив хутшăннă. Михаил Игнатьев Канашра ĕçсем лайăхланнине палăртнă. ЖКХ тытăмĕнче, çуртсен таврашне илем кӳртес пулсан,  йĕрке тăвас тесен, çирĕп алла илмеллине палăртнă. Тавралăха тирпей-илем кӳртес ĕçе ытларах хурара пурăнакансене явăçтармалла. Республика Пуçлăхĕ Канаш ертӳлĕхне çынсем ыйтса çырнисене вăхăтра татса памаллине, йĕркене пăхăнман предприятисен ертӳçисене явап тыттарма хушса хăварнă. Хулан социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе администраци пуçлăхĕ Людмила Иванова тĕплĕн паллаштарнă. Канашлура тухса калаçакан министрсем хулашăн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çинчен чарăнса тăнă. Çĕрсемпе эффективлă усă курасси ыйту çине тимлĕх уйăрнă. Муниципалитетăн пурлăхĕпе усă куракан арендаторсене, парăмсем пухса янисене, çирĕп мерăсем йышăнса хăварма сĕннĕ. Ĕçе пĕтĕмлетнĕ хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хули илемленсех пынине палăртнă. Тата та ытларах хула ешертĕр тесессĕн, кунта пурăнакансене тавралăха тирпей-илем кӳртес ĕçе явăçтармалла. Демографи лару-тăрăвĕ те лайăхлансах пырать, ача çураласлăх ӳсет, ку чи кирли», - тесе каланă. Тĕплĕнрех

 



06 августа 2014
09:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter