Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри строительсене уявпа саламланă

 Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Строительсен кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Чи малтанах мероприяти пуçланиччен, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев,  Чăваш Енре камсем пурăнмалли çурт-йĕр программисене хутшăнса çĕнĕ хваттерсем илнĕ, çавсемпе курса калаçнă.  Вĕсен шутĕнче, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă тăлăх ачасем, нумай ачаллă çемьесем тата пурăнма юрăхсăра тухнă, аварийлĕ çуртсенчен куçнă граждансем. Михаил Игнатьев строительство тытăмĕн ĕçченĕсене професси уяв ячĕпе саламланă май, ĕçсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланишĕн тав сăмахĕ каланă пухăннă строительсене, сумлă ветерансене вара хăйсем хыççăн ăста специалистсене вĕренсе хăварнишĕн чĕререн тав тунă.  «Республика экономикишĕн строительство тытăмĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăнласах та, эпĕ хам куçпа курса ĕненетĕп, эсир хăвăра шанса панă ĕçе кирлĕ пек пурнăçласа пыратăр. Сахал мар объектсенче пулнă, пуринче те ĕçе çӳллĕ шайра пурнăçлани куç кĕретех. Чăваш Республикине Раççей шайĕнче ырă енпе çеç кăтартатăр. Пирĕн, пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – Чăваш Ен сăн-сăпатне хальхи пурнăçпа килĕшсе илемлĕ çĕклесси. Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлесси. Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленесе тата та ытларах витĕм кӳме тăрăшмалла. Кам яланах уçмлăн ĕçлет, вĕсене яланах пулăшма тăрăшнă. Малашне те ĕçчен те ăста ĕçлекенсене пулăшăпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков асăннă тытăмри ĕç кăтартăвсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Министр хăйĕн доклатĕнче строительство тытăмĕнче курăмлăнах ĕçсем ырă енне улшăннине асăннă. Ĕç калăпăшĕ кулленех ӳссе пырать. Куç кĕретех ялсен, хуласен сăн-сăпачĕ илемленсе пырать. Уяв мероприятийĕнче, палăртнă тытăмра хастар та курăмлă малта ĕçлесе пыракансене, патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе çитĕнӳсем тунишĕн Чăваш Республикин Хисеп грамотине Шупашкарти  «Строительный трест № 3» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕнче тĕп диспечер ĕçĕнче вăй хуракан  Наталия Алексеева тивĕçнĕ. Чăваш Республикин халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫ сферин хисеплĕ ята  нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе малта пынă Владимир Ильин тивĕçнĕ, вăл Шупашкарти «Монтажспецстрой» ООО вăй хурать. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ Строитель ята  Надежда Иванова, Канашри «Канашстрой» ООО ра  штукатур пулса вăй хуракана панă.  Çавăн пекех çак хисеплĕ ята Канаш хулинчи «Спецстрой» ООО вăй хуракан Вячеслав Ипатьев, Шупашкарти «Железобетонные конструкции № 9» ООО  вăй хуракан Петр Михайлов, «Волгостальконструкция» ОООра вăй хуракан Виталий Наумов, «Сельский комфорт»,  ОООра ĕçлекен  Николай Ганин тивĕçнĕ.  Строительсто тытăмĕнче уйрăм çитĕнӳсемпе ĕçленишĕн алла çыхмалли сехет тата Тав çырăвне  Çĕмĕрле хулинчи «Строительное управление № 8» ОООра вăй хуракан Галина Мадайкина парса хавхалантарнă.



07 августа 2014
17:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter