Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттернĕ

 Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Правительство çурчĕн канашлу залĕнче пресс-конференци ирттернĕ. Палăртнă йăлана кĕнĕ мероприятие федераци, регионсен, районсемпе хуласенчен массăлла инфориаци хатĕрĕсенчен тĕрлĕ представительсем – 46-ăн  пуçтарăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç шайне лайăхлатас тĕлĕшпе ĕçлесе пынине палăртса хăварнă. «Çынсен сывлăха çирĕплетме пахалăхлă медицина пулăшăвĕсене, хăйсен ачисене яланах пĕлсе тивĕçлĕ пĕлӳ илме, ыранхи куна шанса пурăнма майсем пулмалла. Çак асăннă направленисемпе тăватă çул хушшинче, шăпах та республика влаçĕ вăй хурса ĕçленĕ. Паллах, ĕçсене нумай пурнăçланă, хăш-пĕр туса ĕлкĕреймен ĕçсем те юлнă тата та пĕрле тăрăшса ĕçлемеллисем пур-ха», - тесе каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитĕнӳсем çинчен каласа кăтартнă, пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, журналистсене тĕплĕн паллаштарнă. Икĕ сехете тăсăлнă калаçу вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 32 ыйту çине хурав панă. Паянхи мероприяти çинчен Чăваш Наци телекуравĕн эфирĕнче, çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче каçхине 18 сехет те 30 минутра, «Россия 1»  телекуравра çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче 10 сехет те 20 минутра, «Россия 24» телекуравпа çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче 19 сехет те 30 минутра пăхма пултаратăр. Чăваш Наци радовĕн хумĕнче çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче каçхине 20 сехетре, çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче 19 сехетре  итлеме пултаратăр. Тĕплĕнрех

Стенограмма



07 августа 2014
18:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter