Халăхсем хушшинче иртекен «Раççей — спорт çĕршывĕ» спорт канашлăвне Шупашкарта ирттерме йышăнса Хушу алă пуснă

РФ Президенчĕ Владимир Путин халăхсем хушшинче иртекен «Раççей — спорт çĕршывĕ» спорт канашлăвне Шупашкарта ирттерме йышăнса Хушу алă пуснă. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çурлан 7-мĕшĕнче пĕлтернĕ.

— Пирĕн тĕллев — çак мероприятие çӳллĕ шайра ирттересси, малашне хушма инвестицисем илсе спорт инфратытăмне аталантарасси, — тенĕ Михаил Васильевич.

Канашлу Чăваш Енре кăçалхи юпа уйăхĕн 9–11-мĕшĕсенче иртĕ. Халĕ республикăра Раççейри пысăк, пĕлтерĕшлĕ мероприятие — «Раççей — спорт çĕршывĕ» спорт канашлăвне — хатĕрленме тытăннă.

Канашлу иртнĕ кунсенче Чăваш Ене Раççей правительствин пайташĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, министерство тата спорт управленийĕн ертӳçисем, регионсен пуçлăхĕсем, Олимп комитечĕн, спорт федерацийĕсен элчисем, пысăк компанисен директорĕсем, спорт «çăлтăрĕсем» килĕç.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
07 августа 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter