2015 çул – К.В. Иванов çулталăкĕ

Константин Васильевич Ивановăн культура тупри тĕнче пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе тата ун ятне ĕмĕрлĕхех асра хăварас, халăха литературăпа туслаштарас тĕллевпе Чăваш Республикинче 2015 çула ун ятне халаллаççĕ. Кун çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче 110-мĕш №-лĕ ятарлă указа алă пуснă. Вилĕмсĕр поэт çуралнăранпа  2015 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче 125 çул çитет. Вăл чăваш литературине пуçарса яраканĕсенчен пĕри. (Вăрнар районĕ)



Вăрнар район хаçачĕ
07 августа 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter