Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Строительство отраслĕн ĕçченесен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Енĕн строительство отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Строительство индустрийĕн аталанăвĕ республика экономикишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Строительство калăпăшĕ ÿссе пыни ăна çывăх производствăсене хăват парать, социаллă ыйтусене тухăçлă татса пама пулăшать.

Республикăн строительство отраслĕнче ÿсĕм палăрать. "Строительство" ĕç-хĕл енĕпе пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ 2012 çулта 28400,1 млн тенкĕпе танлашнă, 2013 çулта 32033,5 млн тенке çитнĕ. 2014 çулăн пĕрремĕш çурринче "Строительство" ĕç-хĕл енĕпе 16299,5 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă, иртнĕ çулхи çак тахăрти шайлашуллă хаксемпе ку 111,8% танлашать.

Чăваш Енре федерацин тата республикăн граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли программисем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Республикăра 2011 çулта тивĕçлĕ йышăнусем тунă май çамрăк 6 пин çемьешĕн ипотека кредичĕсен процент виçине 4% пĕчĕклетнĕ. Ялсенче патшалăх çамрăк çемьесене, агропромышленноç комплексĕн тата социаллă сфера ĕçченĕсене паракан субсидисен виçи туяннă е тунă çурт-йĕрĕн 70% çитет. Тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программа ăнăçлă ĕçлет. Республикăра пурăнакансем валли экономкласс йышши çурт-йĕр тăвассине вăй памалли мерăсен витĕмĕ курăмлă.

2011-2013 çулсенче пĕтĕмпе Чăваш Енри 15 пин ытла çемье патшалăх пулăшнипе хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.

Республикăра пурăнмалли çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхĕ ÿссе пырать, çĕнĕ территорисенче комплекслă майпа çурт-йĕр çĕклесси малалла пырать, ял-хула хăтлăланать, илемленет. 2013 çулта пурăнмалли 837 пин тăваткал метр çурт-йĕр тунă. Çав шутра 367 пин тăваткал метрне застройщик шутланакан организацисем хута янă, ку 2010 çулхи шайăн 121,9% танлашать. Кăçал çулталăкăн пĕрремĕш çурринче застройщик-организацисем хута янă пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 48,2% пысăкланнă.

Строительство отраслĕн ĕçченĕсене тата ветеранĕсене, объектсен строительствине тата территорисене тирейлессине хутшăнакан, илем тата хăтлăх кÿрекен мĕн пур çынна тухăçлă ĕçшĕн чунтан тав тăватăп. Сире сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем, телей тата ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                    М.Игнатьев.

 



09 августа 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter