Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Чӑваш Енри хаклӑ шкул ачисемпе студентсем тата педагогсем !

Сире Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ – чи ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ уявсенчен пӗри. Ҫак кун пуҫласа шкула каякан ачасемпе пуҫламӑш курсра вӗренекенсемшӗн пӗрремӗш шӑнкӑрав хаваслӑн шӑнкӑртатса янӑрать тата вӗсемшӗн тӗрлӗ ҫӗнӗлӗхпе пуян пирвайхи вӗренӳ ҫулӗ пуҫланать.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗ – хӑйсен вӗренекенӗсемпе воспитанникӗсене пӗлӳ ҫурчӗн алӑкӗ умӗнче кӗтсе илекен педагогсемшӗн те хумхануллӑ вӑхӑт. Вӗсен ырми-канми, чунтан тӑрӑшса тӑвакан ӗҫне тата тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне пула шкул ачисемпе студентсем хӑйсене малашнехи пурнӑҫра ҫынлӑх тата професси тӗлӗшӗнчен ӳсме шанчӑклӑ никӗс хывакан паха пӗлӳ илеҫҫӗ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: 2013 ҫулта республикӑри 12 шкул Раҫҫейри чи лайӑх 500 шкул йышне кӗчӗ, Шупашкар хулинчи 3-мӗш лицей вара ҫӗр-шыври  чи лайӑх 25 шкултан пӗри пулса тӑчӗ! Унсӑр пуҫне, республикӑн тӗп хулинчи Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменне «Хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх учреждени» номинацире «2013 ҫулхи чи лайӑх 100 предприятипе организаци» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн топлистне кӗртнӗ.

Чӑваш Енре шкулсен пурлӑх никӗсне ҫирӗплетес, вӗренекесене паха пӗлӳ парас тата вӗсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе тӑтӑшах ӗҫлетпӗр. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне республикӑри шкулсенче вӗренӳ класӗсемпе спорт залӗсене, медицина кабинечӗсемпе апат пӗҫермелли пӳлӗмсене, ҫутӑпа, шывпа, ӑшӑпа тивӗҫтерекен тытӑмсене тата канализаци сечӗсене юсанӑ, вӗренӳ сӗтел-пуканӗпе оборудованине улӑштарнӑ. Мӗн пур вӗренекене вӗренӳ кӗнекисемпе тӳлевсӗр тивӗҫтернӗ. Сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак шутланакан ачасем валли усӑ курма лайӑх хутлӑх йӗркелеме вун-вун миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак ӗҫе  малалла та тивӗҫлӗн туса пырӑпӑр.

Пирӗн республикӑра ҫамрӑксене спорт юхӑмне явӑҫтарасси, вӗсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине йышӑнма хӑнӑхтарасси лайӑх пурнӑҫланать. 2014 ҫулта «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Ача-пӑча спорчӗ» проектне пурнӑҫа кӗртнӗ шайра Чӑваш Енри ял ҫӗрӗнчи 26 шкул спорт залне юсаса йӗркене кӗртӗҫ, оборудовани туянӗҫ, урамри тӳрем спорт сооруженийӗсене вырнаҫтарӗҫ.

«Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен», – тенӗ пирӗн мӑн асаттесем. Ҫак сӑмахсенче – кашни ҫыншӑнах ҫитӗнӳ тупсӑмӗ. Хаклӑ ачасене, вӗренекенсемпе студентсене, педагогсене тата ашшӗ-амӑшне ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума, пултарулӑхра ӑнӑҫу тата лайӑх кӑмӑл сунатӑп! 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                       М.Игнатьев

 



01 сентября 2014
17:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter