Чăваш Ен, Атăлçи федераллă округра промышленноç производстин индексĕн кăтартăвĕпе илсен, малта пыракан чи лайăх виçĕ регион шутне кĕнĕ

Çурла уйăхн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Экономика министерствин коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Палăртнă мероприятие «ВНИИР» АУО йĕркелесе ирттернĕ. Чăваш Республикин промышленноç комплексĕн кăçалхи çулăн 7 уйăхри ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвне сӳтсе явнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăри малта пыракан предприятисене эффективлă ĕçлесе пынишĕн тав тунă. Канашлăва пухăннисене утă уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнă самантра сӳтсе явнă ыйтусем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Ун чухне промышленноçре тĕп ӳсĕмсен кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тнине, Чăваш Енри ял хуçалăх тата строительство ыйтăвĕсем пирки калаçнине асăннă. «Раççей Федерацийĕн Президенчĕ пур ыйтăва та пĕлсех тăрать, пирĕн кăтартусемпе кăмăллă. Чăваш Республикинче обществăлла политика лару-тăрăвĕ çинчен те лайăх ăнланать», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ.   Калаçу вăхăтĕнче РФ Минпромторг тата  «Тракторные заводы» концерн тĕп парăмĕсем пирки те канашланă, асăннă ыйтупа Чăваш Республикин шухăшĕпе РФ Президенчĕ килĕшнĕ. 2014 çулта 7 уйăх хушшинче промышленноç производствин индексĕ 105,7% танлашнине палăртнă Михаил Игнатьев. Предприятисенче тимлекенсен ĕç укçин виçи ӳссе пыни те куç кĕретех. Чăваш Енĕн промышленноç комплексĕн тĕп ыйтăвĕсем çинчен Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн чарăнса тăнă. Палăртнă экономикăри 12 кăтартусенчен, 9-шĕнче производствăн индексĕ ӳсни паха. (Пĕрремĕш çур çуллăх кăтартăвĕсене илсен, кăçалхи çул кăтартусемпе 7 енпе çеç ĕçсем аван пулнă).  Кăçалхи çул 7 уйăхри ĕç  пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Республики Атăлçи федераллă округпа илсен, промышленноç производствин индексĕн шайĕпе чи лайăх ĕçлесе пыракан виçĕ регион шутне кĕнĕ.   Производствăсен калăплакан организацийĕсемпе илсен, Чăваш Ен Атăлçи федераллă округри регионсем хушшинче 4-мĕш вырăна тухнă. Республикăра çĕнĕ производство вырăнĕсем хута каяççĕ. («ЭКРА» НПП ООО, «Экоклинкер» ООО, «Бреслер» НПП ООО тата ыттисем те). Предприятисен производство калăпăшĕ ӳссе пыни савăнтарать. Вĕсем: «Вурнарский мясокомбинат» ООО, «АККОНД» АУП, «Букет  Чувашии» АУО, «Чувашхлебопродукт» АУО, «ЭЛАРА» АУП, «ВНИИР» АУП,   «ЭКРА» НПП ООО,  «ЧП «Сеспель» АХО, «Электроавтомат» АУО, «Промтрактор-Вагон» АХО, «ШЗСА»  АУО, «ЧЗСА» ООО тата ыттисем те.  «Луганский машиностроитель-43» ООО директор ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Николай Друзьев Чăваш Ен территорийĕнче тимлет, вăл Чăваш Ен Пуçлăхне, республикăра пурăнакансене ырă кăмăллă, кирлĕ пек витĕм кӳрсе пынишĕн тав тунă.  Канашлу вăхăтĕнче Чăваш Енри промышленноç коплексне аталантараси ыйтусене сӳтсе явнă, предприятисенче кадрсен ыйтăвĕсем пирки те канашланă, ĕç сыхлавне тытса пырасси çинчен сăмах пуçарнă. Чи лайăх ĕçлесе пыракансене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх наградисене парса хисеп тунă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕллĕ, промышленноç комплексĕнче нумай çул хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынишĕн тава тивĕçлĕ хисеплĕ ята  «Исследовательский центр «Бреслер» ООО директор ĕçне пурнăçлаканĕ Андрей Петрова, Çĕмĕрле хулинчи «Комбинат автомобильных фургонов» АУО пай пуçлăхне Виктор Магулина, Шупашкарти «Яхтинг» ООО аслă мастерне Валентина Мидаковăна, «Завод игрового спортивного оборудования»  АХО ĕçченне  Александр Чибезова  парса чысланă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономист ята Шупашкарти электроаппарат заводчĕ акционерсен хупă пĕрлешĕвĕнче ĕçлекен финанс директорне Александр Горелова парса хисеп тунă.  Тĕплĕнрех

 



01 сентября 2014
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter