Пĕлӳ кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти вĕренӳ заведенийĕсене çитсе килнĕ

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игатьев Шупашкарти политехника институчĕн, Чăваш патшалăх университечĕн  студенчĕсене тата Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕренекенсене Çĕнĕ  вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă. Çамрăксене саламланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ  юлашки çулсенче Чăваш Енре вĕренекенсем ытларах  инженер-техника специальноçĕсене ытларах кăмăл тунине асăннă. Ĕçпе тивĕçтерекенсем, предприятисенче ĕçлеме пысăк квалификациллĕ машина калăплакан, электротехника тата ытти специалистсене шыраççĕ. Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех республикăри вĕренӳ заведенийĕсенче бюджет вырăнĕсем çулсеренех ӳссе пынине палăртнă. Предприятисенче студентсене практика тухма çителĕклĕ таран условисем хатĕрлесе панă, пулас профессие алла илме самаях  пулăшу кӳрет. Шупашкарта раштав уйăхĕнче ВТБ 24 банкĕн сервис центрне хута яма тĕллев лартнă. Енчен те ĕçе пурнăçа кĕртсен, харăсах унта 1500 çын ĕçлеме пултарĕ, ытларах, паллах çамрăксем. Çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарасси тĕп ыйтусенчен пĕри теме те юрать. Спортпа туслашни – питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин тĕп хулинче çитес вăхăтрах нумай функциллĕ универсиаллă комплекс, пăр керменне хута яма палăртнă. «Чăваш Ен – спортпа туслă регион. Хăвăрăн ӳт-пĕве упрасси çине тимлĕх уйăрăр. Спортпа туслă çын яланах эффективлă», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Пĕрремĕш курса килнĕ çамрăксене,  студент билечĕсене парса чысланă, лайăх вĕренме сĕннĕ. «Мĕн кирли, пĕтĕмпех сирĕн алăрта! Тивĕçлĕ вĕренĕр», - тенĕ Пуçлăх. Тĕплĕнрех



01 сентября 2014
17:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter