Михаил Игнатьев ячĕпе, Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен Министрĕн çумĕнчен Виктор Кирьяновран тав сăмахĕ килсе çитнĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе, Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен Министрĕн çумĕнчен  Виктор Кирьяновран тав сăмахĕ килсе çитнĕ. «Мускавра утă уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 28-мĕшĕ таран пĕтĕм Раççейри «Хăрушă мар урапа» çамрăк инспекторсн юхăмĕн конкурсĕ иртнĕ. Асăннă мероприятие Раççей Федерацийĕн мĕн-пур субъектчĕсенчен представительсем хутшăннă. Ăмăртусенче Чăваш Республикин çамрăк яшсен ушкăнĕ чи лайăх кăтартусем çĕнсе илнĕ. Пĕрлештернĕ пĕтĕмлетӳ тăрăх, чи лайăх 10 команда шутне кĕнĕ. Çакнашкал кăтартусене, çул-йĕрсем çинче асăрхануллă пулассипе субъектра тăтăшах ятарласа мероприятисем йĕркелесе ирттерсен, патшалăх влаç тытăмĕнче асăннă ыйтупа кирлĕ пек витĕм кӳрсен тин çĕнсе илме пулать. Çавăнпа та Сире, Михаил Васильевич çул-йĕр çинчи йĕркене пăхса тăракан яшсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пырассипе пулăшу кӳнишĕн тав тăватăп. Шансах тăратăп, малашне те пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçленине кура, ачасен сывлăхне тата вĕсен пурнăçне упраса хăварассипе ĕçсем кирлĕ пек пурнăçланса пырасса», - тесе çырнă тав сăмахĕнче. Пĕтм Раççейри  «Хăрушă мар урапа» ятарлă пулăм, ачасене çул-йĕрсем çинче инкексем тăвассинчен пăрать. ЮИД юхăмĕн инспекторĕсем ачасене çулсем çинче тимлĕ пулма вĕрентнинче пысăк яваплăх, çамрăксене çул-йĕр правилисене пăхăнса, пурнăçра тимлĕ пулма вĕрентет.



01 сентября 2014
11:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter