Чăваш Ен чысне Каçал ен осеменаторĕ хỹтĕленĕ

Чăваш Енрен унта пирĕн районти "Рассвет" ял хуçалăх кооперативĕнчи Петр Зверев хутшăннă. Ку енĕпе тăрăшакансем хушшинче арçынсем сайра. Каçал тăрăхĕнче те çавах. Петр Василье-вич професси ăсталăхĕн ăмăртăвĕсенче яланах хастар. Кăçалхипе икĕ хутчен вăл республикăра çĕнтерсе Раççей шайне çитме тивĕçнĕ.

Маларах ун пек шайри конкурса 2008 çулта хутшăннă. Хальхи ăмăртăва 60 ытла регионти 80 ытла специалист хутшăннине пĕлтерет Петр Зверев. "Малти вырăна тухман пулин те хутшăнни паха", - тет вăл.



10 сентября 2014
10:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter