Элĕксен апат-çимĕçĕ - хуласенче

Яланхи йăлапа çуллен Чăваш Енĕн пысăк хулисенче - Шупашкарта, Канашра, Улатăрта тата Çĕнĕ Шупашкарта «Дары осени» уйăхлăх иртет. Ял хуçалăх продукчĕсен суту-илÿ ярмăркки хула çыннисене хĕл кунĕсем валли пур кирлĕ апат-çимĕçе хатĕрлеме, ял хуçалăх предприятийĕсене туса илнĕ продукцие пысăк хакпа вырнаçтарма майсем туса парать. Элĕк районĕ те çак уйăхлăха хастар хутшăнать. Иртнĕ канмалли кунсенче райпо тата «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» тулли мар яваплă общество хула çыннисене хăйсен апат-çимĕçне туянма сĕнчĕç. Райпо пахча çимĕçсĕр пуçне хăйсем туса кăларнă консервланă продукцие те сутлăх кăларчĕ.



10 сентября 2014
13:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter