Каçал ен районĕ: уй-хирте

Сентябрĕн 9-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче вырма ĕçĕсене 92 процент пурнăçланă. 14660 гектар çинчен пурĕ 31133 тонна тĕш-тырă пуçтарса кĕртнĕ. Çитес кунсенче çак ĕçе пĕтĕмпех вĕçлемелле.

Кĕрхи культурăсене акса хăварас ĕç те кал-кал пырать. Хальлĕхе 3551 гектар акнă. Ку енĕпе "Слава картофелю" агрофирма, "Сюрбеево", "Восход" ОООсем, "Дружба", "Слава" ЯХПК-сем, Васильевăн фермер хуçалăхĕ плана тултарнă. "Урожай" колхозра 880 гектар, "Дружба" ял хуçалăх кооперативĕнче 500 гектар, "Рассветра" - 400, "Победăра" - 365, "Сюрбеево" ООО-ра - 350, "Трудра" 320 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă.

"Слава картофелю" агрофирма, "Дружба", "Труд" кооперативсем, "Урожай" колхоз, "Комсомольские овощи" ООО, Самаринăн фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсем çĕр улми кăларма тухнă. Вĕсем 196 гектар çинче ĕçе вĕçленĕ те. Чи вăр-вар ĕçлекенни - "Слава картофелю" агрофирма. Унта 132 гектар çинчен "иккĕмĕш çăкăра" кăларнă. Çавăн пекех хуçалăхсем 38 гектар çинчи пахча çимĕçе пуçтарса кĕртнĕ.



10 сентября 2014
10:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter