Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ

 Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Рекспубликин Пуçлăхĕ Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ларăва пуçличчен чи малтанах республика Пуçлăхĕ строительство енĕпе ĕçсене пурнăçлас тесе йĕркелесе ирттернĕ аукционсен кăтартăвĕ çинчен чарăнса тăнă. Пĕтĕмлетӳ тăрăх, республика бюджнтне 38,4 млн. тенкĕллĕх тупăш кĕнĕ, çавăн пекех 2014 çулта 10 аукцион йĕркелесе ирттернĕ хыççăн, республика хыснине  39,5 млн.  укçа-тенкĕ кĕнине асăнса хăварнă, унсăр пуçне тата та кĕмелли тупăш 46,4 млн. тенкĕ пулассине каланă. Пĕтĕмĕшле кăçалхи çул бюджета пурĕ 85,9 млн. тенкĕ патнелле яхăн укçа-тенкĕ кĕресси пирки палăртнă. «Влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем уççăммăн ĕçлесе пыни куç кĕретех. Аукционсене йĕркелесе ирттересси те çӳллĕ шайра пулса пырать. Конкурссене хутшăнакансене валли пур услови те пĕр пек йĕркеленет», - тесе палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Уйрăммăн, 2008-2010-мĕш çулсенче ирттернĕ аукционсен кăтартăвĕ пирки те каласа хăварнă. Танлаштарас пулсан, асăннă çулсенче 16 аукционран республика бюджетне 1 млн. тенкĕ шăпах кĕнĕ. Çавăнпа та, Михаил Игнатьев МИХсенче уйрăммăн палăртса çырнă хыпарсем пирки калас пулсан, малтанласах республикăри çут-çанталăк пурлăхĕсемпе тĕлли-паллисĕр усă курни  çинчен палăртас пулать. «Уйрăм ыйтусемпе хальхи вăхăтра кăлтăксем пуррине кура, хăшĕ-пĕрисен лицензирен уйăрăлма тивĕ. Паллах, организацисем лицензисенчен уйрăласшăн мар. Мĕшнĕн-ха, эпĕ çана калатăп. Мĕншĕн тесессĕн, массăлла информаци хатĕрĕсенче хыпарсене тĕрĕс мар кăлараççĕ. Эпир мĕнле уççăн ĕçленĕ, малашне те çакăн пекех ĕçлесе пырăпăр. Никама та улталаман. Саккуна пăсса ĕçлеме ирĕк паман», - тесе ирĕккĕн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Рекспубликин экономика министрĕ Владимир Аврелькин Сĕнтĕрвăрри хулине 2020-мĕш çулччен модернизацилессипе инвестици планĕ пирки ыйтăва тăратнă.  Палăртнă планпа килĕшӳлллĕн, хулари инфратытăма çĕнетсе ылмаштарма пăхса хăварнă. Ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă хыççăн, плана пурнăçа кĕртме комплекслă пăхса тухма сĕннĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, пысăк хуласене аталантарас тĕлĕшпе, çитес вăхăтрах федераци бюджетĕне 32 млрд тенкĕ уйăрма пултарнине пĕлтернĕ.   «Енчен те çак программăна кĕрсе юлас тесессĕн, питĕ лайăх проектсем хатĕрлемелле», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин ветернинари патшалăх службин  ертӳçи Сергей Скворцов службăн ĕç кăтартăвĕсем пирки каласа кăтартнă. Ларăва хутшăннисем çурт-йĕр валли уйăрмалли çĕр лаптăкĕсен Йĕркине çирĕплетнĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикинчи ушкăнпа вылямалли спорт енĕпе ĕçлекен федерацисене, республика бюджетĕнчен субсиди парса тивĕçтермеллин Йĕркине те çирĕплетсе хăварнă. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников хăйĕн сăмахĕнче, субсидисене валеçмеллин йĕркин тĕп условинĕ - федерацисен енчен те укçа-тенкĕ пăхса хăвармаллине каласа хăварнă. Тата вĕсен виçи 10 процентран кая мар пулмаллине те палăртнă. Сусăрланнă çынсене пулăшас тĕллевпе, куçаруçăсен ĕçне çăммăлатас тĕлĕшпе, ятарлă кĕнекесем, вĕрентӳ пособийĕсемпе тивĕçтермелли Йĕркене те çирĕплетнĕ. Чăваш Республикинче 16,8 пине яхăн сусăрланнă çынна шута илнĕ. Республикăра ятарлă 15 учреждени ĕçлет, вĕсенче 1774 ача. Палăртнă ыйтупа Чăваш Республикин Вĕренӳ министерстви ĕçлесе пырĕ. Ку хутĕнче çĕр ыйтăвĕсем пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă. Вĕсемпе Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин паллаштарнă. Паллах, ыйтусем çивĕч тăраççĕ, 7-8 çул каялла тунă йынăшсене, паян тӳрлетме тивет. Вăл вăхăтра ял тăрăхĕсенче çулсене хута ярассишĕн тимленĕ, анчах та çĕрсемпе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн пурнăçламанни куç кĕретех.  Халĕ çĕрсен ыйтăвĕсене татса парас тесессĕн, самай ĕçлеме тивĕ. Михаил Игнатьев юлашки çулсенче çĕрсене, хуçисенчен каялла тавăрассипе республика бюджетĕнчен мĕн чухлĕ тăкакланни çинчен çитес лару вăхăтĕнче тĕплĕн каласа хăварма хушса хăварнă. Чăваш Енри   ГКЧС ертӳçи Вениамин Петров  республикăра пушарсемпе çыхăннă ыйтусем пирки чарăнса тăнă.   Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хăйĕн доклатĕнче ял трăхĕнче пурăнакан специалистсен пурнăç шайне лайăхлатас тĕлĕшпе федераци тата республика енчен парса тивĕçтерекн субсидисен улшăнăвĕсем пирки каланă. Çĕрпӳ, Çĕмĕрле,  Куславкка тата Етĕрне районĕсене уйăрнă укçасен лимитне пĕчĕклетнĕ, мĕншĕн тесен малтанласах палăртса панă укçа-тенкĕне вĕсем кирлĕ пек ĕçе кĕртеймен. Программăна хутшăнакансем пулмани пăшăрхантарать. Çак уйăрнă укçа-тенкĕсене Каçал ен, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк, Красноармейски, Муркаш, Вăрнар районĕсене валеçсе пама палăртса хăварнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ муниципалитетсен ертӳçисене хăйсен районĕсемпе хулисене çамрăк специалистсене явăçтарассипе тимлĕрех ĕçлесе пыма хушса хăварннă. Килекен специалистсем валли пур услови те хатĕрлесе пама тăрăшмаллине, ĕç вырăнсем тупса памаллине каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 



10 сентября 2014
16:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter