Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Пенза облаçĕнче

Авăн уйăхĕн 10-мĕш тата 11-мĕш кунĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Пенза облаçĕнче. Республика Пуçлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, бизнеса ертсе пыракансем. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Пенза облаçĕн Губернаторĕ Василий Бочкарев тата вĕсемпе пĕрле пуçтарăннă хăнасем Пенза облаçĕнчи «Пензаконцерт» патшалăх автономиллĕ культура учреждение çитсе курнă. Объектра концертсем лартма ятарлă виçĕ вырăн хатĕрленĕ. Палăртнă учреждение Пенза хулине 350 çул çитнине халалласа çĕклесе лартнă. Залăн пысăк пайĕнче 750 çын вырнаçмаллăх май пур. Хулари чаплă вырăн. Кунта концертсене тĕрлĕ жанрсемпе хатĕрлесе халăха  кăтартма тĕрлĕ условисем çителĕклĕ таран. Культура учрежденийĕн тепĕр пайĕнче 200 вырăн пур. Ку палăртнă залра Пенза органне «Hugo Mayer» нимĕçсен фирми, компанийĕн пуçлăхĕ Штефан Майер хăй ятарласа вырнаçтарса лартнă. Паллă ăстаçă виççĕмĕш ăрури паллă çын.  Тата та тепĕр пайĕнче учрежденийĕн «Пенза» залĕнче халăха киноконцентсем кăтартаççĕ.  Асăннă комплекса тăватă хутлă çĕклесе лартнă. Кунта куракансене валли 1600 вырăн хатĕрленĕ. Çуртра тăватă лифт, иккĕмĕш хутра тĕрлĕ куравсем, мастер-класс, пултарулăх каçĕсене, театр ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме май пур. Чăваш Енрен кайнă ятарлă делегаци «Дизель арена» Пăр керменне çитсе килнĕ, кунта пĕр харăсах куракансене валли 5500 вырăн хатĕрлесе лартнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă объекта пăхса çаврăнă хыççăн пысăк хак панă. Хамăр тăрăхра Пăр керменне нумай функциллĕ комплекслă хăпартас ĕçре Пензăра ĕçлекенсен пуян опытне тĕпе хурса пурнăçлама сĕннĕ.  Ĕçлĕ визитра ял хуçалăх, промышленноç, «Рамеев» пысăк технологиллĕ технопарк,  предприятисене те çитсе килме палăртнă, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Пенза облаçĕн Правительстви пĕр-пĕринпе суту-илӳпе экономика, наукăпа техника, социаллă тата культура енчен килĕшсе ĕçлемелли ĕç хучĕсене алă пусса çирĕплетме палăртса хунă. Тĕплĕнрех

 



11 сентября 2014
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter