Красноармейски районĕ: ЧР информаци политикин министрĕ Валентина Андреева редакци ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин ертÿçи Валентина Андреева пирĕн района ĕçлĕ визитпа килсе кайрĕ.

Валентина Андреева райадминистрацин пуçлăхĕпе Александр Башкировпа тата администраци ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Район ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах пуçарнă май республикăри ĕç тăвакан тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ панă чух ведомствăсем хушшинчи электронлă çыхăну тытăмĕнче мĕнле ĕçленине тишкерчĕ. Валентина Владимировна каланă тăрăх, Хĕрлĕ Чутай районĕ ку тĕлĕшпе аван ĕçлесе пырать.

Валентина Владимировна тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров асăннă министерствăна пăхăнса тăракан «Хĕрлĕ Чутай районĕн «Пирĕн пурнăç» хаçат редакцийĕ» хăй тытăмлă учреждение çитсе курчĕç. Редакци ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă май кунти ĕçченсемпе тĕл пулса калаçрĕç. «Пирĕн пурнăç» хаçата тишкернĕ май Валентина Андреева министр пĕтĕмĕшле илсен районта тухса тăракан хаçатпа кăмăллине, унăн тиражĕ районта пурăнакансен шутне кура республикăра пысăккисенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Райхаçатра кун çути куракан материалсем тулли, пуян содержаниллĕ пулнине каларĕ, çав хушăрах хăш-пĕр сăн ÿкерчĕксен пахалăхне ытларах тимлĕх уйăрмаллине асăрхаттарчĕ.

Редакци кивĕ çуртра вырнаçнă пулсан та шалти пÿлĕмсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕрен кунта таса та тирпейлĕ, хăтлă пулни те, кăритурти стена çинче редакци тĕрлĕ çулсенче тивĕçнĕ дипломсемпе хисеп хучĕсем шăкăрин çакăнса тăни те министр кăмăлне кайрĕ.

Район хаçачĕн тĕп редакторĕ Алина Оринова редакцин паянхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май 1930 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнчен кун çути курма пуçланă хаçат хальхи вăхăтра чăвашла, эрнере икĕ хут тухса тăнине, унăн тиражĕ виçĕ пин ытла экземпляр пулнине каларĕ. Хаçат район пурнăçне, кунта пурăнакансен, ĕçлекенсен кун-çулне çутатсах тăрать, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене те тăтăшах тишкерет. Культура, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ, спорт темисене те, социаллă ыйтусене те райхаçатра ĕçлекенсем тимлĕхсĕр хăвармаççĕ.



11 сентября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter