Чăваш Республики тата Пенза облаçĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли Килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнĕ

 Авăн уйăхĕн  11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Пенза облаçĕнче.  Республика Пуçлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула  Пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, бизнеса ертсе пыракансем пулнă. Пенза облаçĕн Губернаторĕ Василий Бочкарев тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, пухăннă хăнасем Пенза облаçĕнчи «Пензаконцерт» культура патшалăх автономиллĕ учрежденийе çитсе килнĕ.  Асăннă объектра концертсем йĕркелесе ирттермелли виçĕ пысăк уйрăм хатĕрленĕ. Çакнашкал пысăк кермен ĕçне Пенза хулине 350 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ пулнă. Филармонийĕн чи пысăк залĕнче 750 çын вырнаçмаллăх ятарлă вырăн. Концертсене тĕрлĕ жанрсемпе йĕркелесе ирттерме хулари пĕртен пĕр пысă вырăн тесен те йăнăш мар. Орган залĕнче 200 итлекене пĕр харăсах вырнаçтарма май пур. Асăннă вырăна «Hugo Mayer» нимĕçсен фирмин пуçлăхĕ Штефан Майер йĕркелесе лартнă. Паллă ăстаçă виççĕмĕш ăрури çын. «Пенза» киноконцерт залĕ, тăватă хутлă комплексран тăрать. Куракансене кунта 1600 çын вырнаçтарма ирĕк пур. Çуртра тăватă лифт вырнаçтарнă. Комплексăн чи пысăк залĕн фойĕнче тĕрлĕ куравсем, мастер-классем, пултарулăх каçĕсене йĕркелесе ирттерме те меллĕ.  Чăваш Енрен кайнă делегаци «Дизель арена» Пăр керменне çитсе килнĕ. Асăннă вырăнта куракансене 5500 çын вырнаçтарма ирĕк  йĕркелесе панă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ объектсене пăхса çаврăннă хыççăн, пысăк хак панă, Чăваш Енре нумай функциллĕ универсаллă комплексăн ĕçĕнче Пенза хулин пуян тĕслĕхне тĕпе хурса ĕçлесе пыма сĕннĕ. Ĕçлĕ тĕл пулу самантĕнче пухăннисем ял хуçалăх тытăмĕпе çыхăннă объектсенче те пулса курнă. Нижнеломовский районĕнче Аршиновка салинче «УК «Русмолко» ООО сĕт-çу комплексне, 2012 – мĕш çулта çурла уйăхĕнче 4600 сăвăнакан выльăха вырнаçтармаллăх строительство ĕçĕсене пуçланă.  Çĕнĕ комплексра кунне 120 тонна сĕте тирпейлесе кăларма палăртнă, çулталăкне вара – 46 пин тонна сĕт тирпейлĕç. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ  2,4 млрд тенкĕллĕх кайса ларнă, пурĕ кунта 112 çын вăй хурать. «ДАМАТЕ» АПК ООО кăркка какайне тирпейлессипе тимлет. Çулталăкне 60 пин тонна тавар кăларма палăртнă. Çулсеренех производствăн калăпăшне ӳстерсе пыма палăртнă. Проекта  «Россельхозбанк» АУО витĕм кӳрет. Ăна валли 12 млрд. тенкĕ ытла инвестици хывнă. «Дамате» комплексра чăх-чĕпсене çитерсе ӳстереççĕ, кунтах аш-какай тирпейлесе кăларассипе  ĕçлеççĕ. 2013 çулта компани хăйĕн таварĕсене сентресем çине сутма тăратнă.  Вĕсен таварĕсем çĕре яхăн тĕрлĕ ятсемпе «Индилайт» брендпа  калăпланса тухаççĕ. «Рамеев» пысăк технологиллĕ тытăмри техпарк, пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсене калăплать. «Молочный комбинат «Пензенский» АУО Пенза облаçĕнче чи лайăх  ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприяти. Палăртнă комбинат сĕт-çу тирпейлессипе тимлет.  Ăна 1985-мĕш çулта йĕркелесе янă. 2011 çулта пысăк калăпăшпа ĕçлеме тытăннă. Предприяти кунне 280 тонна сĕт тирпейлесе кăларать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çамрăксене валли кунта пĕтĕмпех пысăк ĕç укçиллĕ вырăнсем пулнă пирки палăртнă. Паллах, кун пек чухне çамрăксем ялта каймаççĕ. Тепĕр тесен, вырăнта калăпланса тухакан таварсем сывлăхшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Эпир, тахçантанпах Пенза облаçĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Влаç органĕсенче ĕçлекенсен тĕп тĕллевĕ – суя мар бизнеса аталанса пыма витĕ кӳресси», - тенĕ Пуçлăх Михаил Игнатьев. Пенза облаçĕн Губернаторĕ Василий Бочкарев Чăваш Ен Пуçлăхне тав сăмахĕ каланă. Çакăн пек пысăк хисеп туса вĕсем патне килсе çитнĕ делегацие тав тунă. Губернатор, вĕсен тăрăхĕнче чăвашсем нумайăн пурăннине асăннă. «Пирĕн тăрăхра чăвашсен диаспори пур. Вĕсем питĕ ĕçчен халăх. Чăваш Ен – пĕр тан лайăх аталанса пыракан регион. Çĕнĕ индустрилĕ вырăнсем хута каяççĕ. Эпир пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесе пырассишĕн тăрăшатпăр. Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсе Пенза тăрăхĕнче саланчĕр, пирĕн патăрта тухакан çимĕçсем – сирĕн тăрăха çиччĕр», - тесе хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе каланă Василий Бочкарев. Кунсăр пуçне, кайнă сумлă делегаци «Легенда» уçă вырăнти скульптура паркĕнче те пулнă. Хальхи вăхăтра кунта тĕрлĕ хатĕрсенчен тĕнчери 64 çĕр-шывсен  скульпторĕсене вырнаçтарнă.  Ĕçлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче  Михаил Игнатьев тата Василий Бочкарев пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелли  Килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетнĕ.   Тĕплĕнрех



11 сентября 2014
17:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter