Каçал ен районĕ: чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне А.Г. Николаев космонавта халалласа

Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ А.Г. Николаев космонавт çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Çак ятпа Республикăра тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли – «Уйри агросăн» проект. Унăн авторĕ – Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан пуçаруллă çын, профессиллĕ спортсмен тата предприниматель Юрий Иванов. Проект тăрăх «Уйри агросăн» ÿкерчĕк тĕнче уçлахĕнчен курăнмалла. Агросăн 3 гектар йышăнĕ. Кун пекки Раççейре те çук. Ăна чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркипе – ниме йĕркипе - тума йышăннă.

Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулта та мухтавлă космонавта халалласа 5, 6, 7 классенче вăйă-урок иртрĕ. Ачасем ентешĕн пурнăç çулĕпе паллашрĕç, кĕнекесемпе журналсенчи интереслĕ статьясене тишкерчĕç, ун çинчен çырнă сăвăсене итлерĕç. 8 б класри А.Черновăпа Е.Лукиянова хатĕрленĕ хыпарсене те итлеме кăмăллă пулчĕ. 6 класс ачисем хăйсем Космонавтика музейĕнче пулса курни çинчен каласа пани те пуриншĕн те кăсăклă пулчĕ. Вĕренекенсем А.Г.Николаев космонавт ятне яланах асра тытма пулчĕç, вĕсем унпа чăннипех мухтанма тивĕçлине палăртрĕç.



12 сентября 2014
15:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter