Чăваш Ен территорийĕнче страхлав рынокĕн пуласлăхри аталанăвĕ пирки сӳтсе явнă

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Страховая компания МетЛайф» АХО, пурнăçа страхлав тăвакансен Ассоциацийĕн президенчĕпе Александр Зарецкийпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.  Чăваш Республикин территорийĕнче страхлав рынокне сарасси пирки канашланă. Калаçăва  Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Пурнăçра тĕрлĕ сăлтавлă кăлтăксем пулса иртме пултарĕç, çавăнпа та граждансен пурнăçне, пурлăхне тата ытти япаласенчен хăтарассинчен срахлав ĕçне йĕркелесе ирттерни чăнласах та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă пухăннисем.  «Йывăрлăх килсе чарăнсан – страхлав тытăмĕ самай пулăшу кӳрет. Ку ĕçре, паллах яваплăх малти вырăнта пулмалла. Тепре чухне страхлав ушкăнĕсем, хăйсем çине илнĕ яваплăхран пăрăнма хăяççĕ, сăлтавĕсене тĕрлĕрен палăртаççĕ. Граждансем ун пек чухне йывăрлăхсем туяççĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   МетЛайф ушкăнĕн ĕçченĕсене  ĕçре ăнăçусем суннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Компанийĕн ертӳçи Александр Зарецкий хăйĕн сăмахĕнче, страхлав пайне туллин парса тивĕçтересси тĕп тĕллев пулнине асăннă. Вăл, компани Раççейре еплерех аталанса пынин тĕп çул-йĕрĕ çинчен чарăнса тăнă. Халăха тивĕçтерекен пулăшусем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Пурнăçа сыхлассипе çыхăннă страхлав ĕçĕ, паянхи рынокра тĕп пай пулнине каласа хăварнă. Чăваш Енре тӳрĕ кăмăлпа ĕçлекен мĕн пур страхлав  компанийĕсем валли пĕр пек условисем йĕркелесе панине каланă.



12 сентября 2014
16:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter