Шупашкарта чрезвычайлă режима палăртнă

Шупашкарта чрезвычайлă режима палăртнă. Каçхине Петров урамĕнчи 9-мĕш çуртра кирпĕчсем йăтăннă. Çурт 1-мĕш хутран пуçласа 4-мĕш таран çурăлнă.

ЧР ШĔМĕн официаллă порталĕнче пĕлтернĕ тăрăх, çурăлнă вырăна çав çуртра пурăнакансем асăрханă та васкавлă службăна пĕлтернĕ. Кăштахран çуртри çынсене эвакуациленĕ. Пĕтĕмпе 70 хваттерти 153 çынна çуртран кăларма тивнĕ. Хальлĕхе 117 çын тăванĕсем патĕнче пурăнаççĕ. 36-ăн, çав шутра — 4 ача, Шевченко урамĕнчи вăхăтлăх пунктра кĕтес тупнă.

Суранланнисем, шар курнисем çук. Çуртри газа, электричествăна сӳнтернĕ. Халă унта никама та кĕртмеççĕ.

 



13 сентября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter