Шупашкарти Петров урамĕнчи 9-мĕш çурт пирки

Шупашкарти Петров урамĕнчи 9-мĕш çурт çурăлнипе, кирпĕч йăтăннă. Çурт мĕн сăлтавпа ишĕме пуçланă-ха? Малтанлăха палăртнă тăрăх, тĕрĕс мар эксплуатацишĕн тата перепланировкăшăн плитасем деформациленнĕ. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх, паспортпа килĕшӳллĕн кашни секцире санузел валли икĕ пӳлĕм пур. Вĕсенчен 90 процентне çынсем душ тунă. Изоляци пулманпа пĕрех, вентиляции япăх ĕçленĕ. Çавна май стенасем нӳрленнĕ, йĕпеннĕ. Петров урамĕнчи 9-мĕш çурта 1962 çулта хăпартнă.



13 сентября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter