Кăçалхи пресса спорт фестивальне Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Николаева халалланă

Авăнăн 13-мĕшĕнче «Советская Чувашия» хаçат эстафети иртнĕ. Кăçалхи пресса спорт фестивальне Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Николаева халалланă. Эстафетăна 300 ытла команда хутшăннă. Унта хисеплĕ хăнасем — Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Олимп вăййисен чемпионки Елена Николаева тата ыттисем — пулнă. Ăмăрту VIP-чупуран пуçланнă. Унтан старта ятарлă шкулсен, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн вĕренекенĕсем тата сусăрсен клубĕсен пайташĕсем тухнă. Йĕркелӳçĕсем ку ушкăн валли ятарлă парне — «Кăмăлпа çирĕпписем» кубок — хатĕрленĕ. Ăна Шупашкарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн вĕренекенĕсем çĕнсе илнĕ. МИХсен хушшинче Вăрмар район хаçачĕ çĕнтернĕ. Иккĕмеш вырăнта — элĕксем, виççĕмĕшĕнче — Наци телекуравĕ. Çемьесен йышĕнче Наталья Пучков марафонкан çемйине çитекенни пулман. Аслăрах ачасемпе старта тухнисен хушшинче РФ спорт мастерĕн Валерий Полетаевăн çемйи çентернĕ. Çавăн пекех ăмăртура спорт ветеранĕсем, тӳре-шара старта тухнă. 400 метрлă эстафетăра ЧР Ял хуçалăх министерстви, ЧР ШĔМĕ, Элĕк район администрацийĕ малти вырăнсене йышăннă.



15 сентября 2014
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter