Чăваш Республикинчи прессăсен Спорт фестивальне Михаил Игнатьев хутшăннă

 Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Советская Чувашия» парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетикăпа ирттернĕ  спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă. Палăртнă мероприятие Совет Союзĕн икĕ хут Герой ятне илнĕ, СССР летчик-космонавтчĕ А.Г. Николаева халалласа ирттернĕ.  Эстафетăна хутшăннисене, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакăн пек пĕлтерĕшлĕ массăлла мероприятисене йĕркелесе ирттерни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Республикăра пурăнакан çынсене ытларах сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хистенине, физкультурăпа спорта юратма пулăшнине палăртнă. «Спорт çынна харсăр пулма, вăйлă, çирĕп кăмăллă хастар пулма витĕм кӳрет. çĕнтерӳ патне ăнтăлма пулăшать. Ку паллах, чи кирли.  Çын çĕнтереймен ĕçсем çук», - тесе уççăмăн каланă Михаил Игнатьев.  Республика Пуçлăхĕ «Советская Чувашия» хаçат ĕçченĕсене Спорт фестивальне йĕркеленĕшĕн тав тунă, ăмăртăва хутшăнакансене çĕнтерӳсем тума суннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ VIP- чупура хутшăннă. Кунта ытларах влаç органĕсен ертӳçисем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, муниципалитет пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсем чупнă. Чупса тухнă хыççăн, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, спорт кашни çынрах лайăх кăмăл-туйăм çураттарнине асăннă, тата тепĕр тесен эстафетăра чупни – ушкăна çирĕплетнине, пĕр командăна пĕрлештерет.  Михаил Игнатьев Правительство членĕсем тăтăшах спорта çӳренине асăннă, яланах лайăх форма тытса пынине палăртнă. «Паян, Чăваш Ен РФ ытти регионсенм хушшинче массăлла спорта аталантарассипе малтисен вырăнĕнче пулни пурне те савăнтарать, Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне йĕркелесе ирттерни тата та ытларах спрота çӳрекенсен йышне ӳстерме пулăшĕ», - тенĕ. Чăваш Енри Спорт фестивалĕ Шупашкарти «Энергия» стадионра иртнĕ. Пурĕ ăмăртусенче 3 пин ытла çын хутшăннă. Кăçал пуçласа, спорт ăмăртăвĕсене, сусăрланнă çынсем хушшинче те чупса мала тухассипе уйрăм чупу ирттернĕ. Спор уявĕ пурне те савăк кăмăл парнеленĕ. Тĕплĕнрех



15 сентября 2014
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter